Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

командир сăмах пирĕн базăра пур.
командир (тĕпĕ: командир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпа таҫта илсе ҫитерсен те йӑхташсене шырӑр, ӗҫри, пурнӑҫри кӑлтӑксене пӗр-пӗрне пулӑшса сирсе пырӑр; наци пӗрлӗхӗсене йӗркелесе чӑмӑртанӑр; вырӑнти влаҫпа килӗштерсе ӗҫлӗр, ертӳҫӗ, депутат е командир пулма сӗнсен, иккӗленсе ан тӑрӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Анчах кайран акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: леш командир сивӗ сӑра ӗҫнӗ пулнӑ та, унӑн сасси ҫӗтсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫавӑнтах мана ҫав кулӑша каласа кӑтартать — халь ӑна пурте пӗлеҫҫӗ: фронтра пӗр командир питӗ шӑппӑн темле ниме пӗлтермен сӑмах каланӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара ҫав ниме тӑман сӑмаха ӑна пӑхӑнса тӑракансем те ун пекех шӑппӑн калама тытӑннӑ — темле питӗ паллӑ ҫар вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен каланӑ пек.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Молчать! — командир сассипе кӑшкӑрчӗ те Завьялов ӑна хирӗҫ, тротуар ҫинче тӑракан Прохоровӑна аллипе сулса чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир сире хапӑл тусах хӑварӑн ҫӗршыв ҫыннин, Власов генералӑн арминче командир должноҫӗ паратпӑр, е, кӑмӑлӑр пулсан, Берлина, генштаба ӗҫлеме яратпӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах кайран, алӑра влаҫ пулмасан, командир прависем ҫук пулсан, малашне чин ӳсесси те ҫук пулсан, ҫарта форма ниме те пӗлтерменнине ӑнланса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах Симонюк хӑй ӑшӗнче вӑл ҫарта командир пулса ӗҫлеме пӑрахнӑранпа чӑн-чӑн пурнӑҫ чарӑнса ларнӑ тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ку манӑн командир, — терӗ вӑл Завьялова.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр кунне вара приказ илчӗҫ: вӗсен пурин те, командир ертсе пынипе, тыла ҫӗнӗ самолетсем илме каймалла, мӗншӗн тесен нимӗнпе вӗҫмелли те юлмарӗ ӗнтӗ: Завьяловпа унӑн тусӗсем ҫапӑҫнӑ ЛАГсен ишӗлчӗкӗсем ҫӗр ҫийӗн сапаланса выртрӗҫ, кӗл вӗҫсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл пӗр командир ҫине, теприн ҫине пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Максим Данилов-Чалдун шӑпах чӑвашсем пурӑнакан тӑрӑхра партизанра ҫӳренӗ, вӑл чапа тухнӑ П. Е. Шетинкин командир отрядӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Туслӑ командӑпа, Арина командир ертсе пынипе, ачасем тӗрлӗ ҫӗрте: книгохранилищӑра, этнографи кӗтесӗнче, фойере, кухньӑра т.ыт. те, ыйтусем ҫине хуравласа, заданисене пурнӑҫлас тесен, ачасен ача-пӑча литературине лайӑх пӗлмелле пулнӑ.

Дружной командой,под руководством командира Арины дети старательно выполняли все задания, которые были замаскированы во всевозможных местах: книгохранилище, этнографическом уголке, фойе, кухне и т.д. Чтобы ответить на вопросы и справиться с заданиями, дети должны были хорошо знать детскую литературу.

Квест-вӑййа хутшӑнасси ачасен юратнӑ ӗҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3396477

— Гвардин аслӑ сержанчӗ Александр Малов манӑн командир пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Валери Тургай (халӗ халӑх поэчӗ) командир боецӗсем пӗри тепринчен маттуртарах пулнӑ курӑнать: Вениамин Смирнов (композитор), Ольга Воробьева-Тургай, Юрий Фролов (паллӑ журналистсем), Василий Цыфаркин («Тӑван литература» учебникӗсен авторӗ), Галина Андреева-Абрамова (24 кӗнеке авторӗ), Юрий Егоров (МВД полковникӗ)…

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Холков командир тенӗрен, хӑй сывӑ юлайрӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вара Тимуш командир кӑкӑрӗ ҫинчи кӑкшӑм курӑкӗн ҫеҫкине тепӗр хут, юлашки хут курчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ку портрет халь маншӑн командир хӗрӗн портречӗ кӑна мар, тарӑнрах шухӑшсем ҫуратакан сӑнар та пула пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Эпӗ ку портрет командир хӗрӗн портречӗ пулни ҫинчен сисмесӗрех сахалтарах шухӑшлама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Дуська (командир хӗрӗ) хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта ӳкерттернӗ, вӑл ун чух, тӗплӗн сӑнаса пӑхсан, пӗр сакӑр-тӑхӑр ҫулсенче пулма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ялта эпӗ командир хӗрне тупаймарӑм, эпӗ ҫитес умӗн эвакуированнӑйсен пӗр ушкӑнӗпе вӑл хӑй тӑван ҫӗр-шывне Белоруссие тухса кайнӑ пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех