Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кисель (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Кисель, алӑка уҫса, пилӗкӗ таран машинӑран тухса ӗлкӗрнӗччӗ.

Но Кисель уже открыл и высунулся по пояс.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ворошилов юлташ, унта никам та ҫук вӗт, — терӗ Кисель, ҫамкине пӗркелентерсе, ҫав вӑхӑтрах алӑка уҫмашкӑн вӑйне хурса.

— Товарищ Ворошилов, да тут же никого нет, — Кисель, морщась, с усилием открывал дверцу…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Лукаш ҫамкисене пӗркелентерсе, кӑмӑлсӑрланнӑ пек, чӗрнисене кӑшласа пырать; Кисель текех ҫав сӑмахах калать: «Манӑн ҫынсем суйма кирлӗ мар-ҫке…»

Лукаш хмурился, кусал ноготь. Кисель все еще повторял: «Мои ребята не станут врать…»

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл, Лукаш тата Морозовски полк командире — Кисель броневик ҫине ларнӑ вӑхӑтра Коля Руднев чупса ҫитрӗ.

Когда он, Лукаш и Кисель — командир Морозовского полка — садились в броневик, подбежал Коля Руднев:

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кисель тӑкса янӑран унӑн пичӗ кӑн-кӑвак.

А лицо её было синим от черничного киселя.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ ӗнтӗ пурте ӑнланчӗҫ пулӗ, кам та пулин тӑн ҫухатасран асӑрханас тесен малтанах кисель ытларах вӗретсе лартмалла.

Теперь всем ясно, что надо всегда варить побольше киселя на случай, если кто-нибудь упадёт в обморок.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Арҫын ача нумай шухӑшласа тӑмарӗ, сӗтел ҫинчи кисель чашӑкне йӑтрӗ те унта мӗн юлнине Петрель фру пуҫӗ ҫине ӳпӗнтерчӗ.

Недолго думая Эмиль схватил со стола миску и вылил весь оставшийся кисель фру Петрель на голову.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак вӑхӑтра Эмиль пуҫне тинех кисель чашӑкӗнчен туртса кӑларчӗ.

Тем временем Эмиль кое-как вытащил голову из миски.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Йывӑҫ урапа утаканскер тайӑлса кайнӑ та пуҫӗпе террассӑна ҫапӑнса ванчӑк чӳрече витӗр пушкӑ йӗтри пек вирхӗнсе тӳрех кисель тултарнӑ чашӑка пырса тӑрӑннӑ вӑл.

Он, потеряв равновесие на ходулях, как пушечное ядро влетел на террасу головой вперёд и угодил прямо в миску с киселём.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та Петрель-фру ӑна кисель ярса париччен хӑрушла ӗҫ пулса иртрӗ.

Но прежде чем фру Петрель успела подлить киселя, произошло нечто страшное.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Мана тепӗртак кисель ярса парсамӑр, тархасшӑн, — ыйтрӗ вӑл Петрель-фруран.

— Пожалуйста, подлейте мне ещё киселя, — попросил он фру Петрель.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ, хӑй вӑл хырӑм сарӑличченех ҫисе тӑраннӑ та пудинга тутанса та пӑхмарӗ, кисель те ӗҫмерӗ.

А сама она, как ты знаешь, была уже сыта и не только к пудингу, но и к киселю даже не притронулась.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Адам Кисель воевода, академине час-часах хӳтӗленӗ пулсан та, бурсаксене обществопа хутшӑнтарман, вӗсене хытӑрах тыткалама хушнӑ.

Сам воевода, Адам Кисель, несмотря на оказываемое покровительство академии, не вводил их в общество и приказывал держать их построже.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Илья Ильичшӑн кисель усӑллӑ апат пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна пуринпе те килӗшекен Алексеевӑн та юратмалла та, ҫимелле те пулнӑ.

Кисель был безвреден для Ильи Ильича, и потому его должен был любить и есть на все согласный Алексеев.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун вырӑнне сире валли чие сиропӗнчен кисель туса хатӗрлеме хушрӑм: эсир юратнине пӗлетӗп-ҫке, — хушса хучӗ кил хуҫи арӑмӗ, Алексеев еннелле пӑхса.

Зато вам кисель из вишневого сиропа велела сделать: знаю, что вы охотник, — добавила она, обращаясь к Алексееву.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех