Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кимӗсем (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спартак виҫӗ легиона палаткӑсене шӑппӑн пуҫтарса кимӗсем ҫине ларма приказ пачӗ.

Спартак велел трем легионам тихо собрать палатки и спуститься на суда.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кимӗсем ҫине ҫынсем унтан ытла вырнаҫма пултарайман.

Так как множество собранных судов не могло поднять большего числа людей.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вара тинӗс хӗрринче часах темиҫе ҫӗр рабочисем гладиаторсемпе пӗрле пысӑк мар, анчах нумай кимӗсем тума тытӑнчӗҫ.

И вскоре на берегу моря сотни рабочих совместно с тысячами гладиаторов дружно принялись за постройку флота небольших, но многочисленных судов.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пулӑҫӑсен мӗнпур пысӑк тата вакӑ баркисене, кимӗсене, шлюпкисене пуҫтарса, пурне те ҫыран хӗррине, кавалерипе виҫӗ легион лагерӗ патне леҫес пулать, унта баркӑсемпе кимӗсем тума пӗлекен пур пек ӑстаҫӑсене пурне те ярас пулать, ҫав вӑхӑтрах ҫарсене Сицили утравӗ ҫине куҫармалли флот тума юрӑхлӑ мӗнпур йывӑҫа та леҫмелле, — тесе пӗлтерчӗ вӑл.

Он сказал, что нужно как можно скорее собрать все имеющиеся у них корабли, рыбацкие барки, лодки, шлюпки и прочие суда и послать к нему, сколько есть в городе, мастеров, умеющих строить лодки и барки, снабдив их строительным лесом для того, чтобы соорудить небольшой флот, который перевезет войска в Сицилию.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тата вӗсене пӑшалпа пеме, юрлама вӗрентеҫҫӗ; вӗсем унта хӑйсемех кимӗсем тӑваҫҫӗ, пӑравуссемпе вагонсем тӑваҫҫӗ.

А потом учат их стрелять из ружей и петь, и они там сами делают лодочки, и паровозики, и вагончики тоже.

Эпир пионерсем патне кайрӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кимӗсем те питӗ йышлӑ.

И лодок очень много.

Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Мӗнле ҫуртсемпе пахчасем пуррине тата шывра кимӗсем мӗнле ишнине курас килчӗ.

Какие там домики и садики и как на реке лодочки плавают.

Пӑрахут ҫинче столовӑй пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Аялта кимӗсем ҫинче арҫын ачасем ларса пыраҫҫӗ, пире вӗсем аллисемпе сӗлтеҫҫӗ.

Внизу на лодочке ехали мальчики и махали нам руками.

Шыв урлӑ каҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сӑмала кимӗсем ҫинчен, вӗри куҫҫулӗ пек, юхса анать, хӑва ҫулҫисем пӗтӗрӗнсе чӑмӑртанаҫҫӗ те, хутран тунӑ пек, чӑштӑртатма пуҫлаҫҫӗ.

Смола течет с лодок горячими черными слезами, скручиваются в трубки и шуршат, как бумажные, листья тальника.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ачасем ҫыран хӗррине лараҫҫӗ те, тем ҫӳлӗш хулӑ ҫыххисем тиенӗ кимӗсем юлашки хутчен юханшыв хӗрринелле епле кайнине, унтан вӗсем каялла килнине сӑнаҫҫӗ.

Ребята усаживаются на берегу и следят, как высоко нагруженные пучками тальника лодки медленно идут в последний раз к берегу, потом плывут обратно.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Сеня тата виҫӗ хутчен трубапа кӑшкӑртать, кимӗсем виҫӗ хутчен юханшыв хӗррине кайса килеҫҫӗ, юлашкинчен вара Ефим Кондратьевич Нюра урлӑ: тек касма кирлӗ мар — тонна ҫурӑ тиекен пӗр машинӑлӑх пулчӗ ӗнтӗ, таврӑнма вӑхӑт, — тесе калама хушрӗ.

Еще трижды трубит Сеня, трижды уходят и возвращаются лодки, и наконец Ефим Кондратьевич передает через Нюру, что рубить довольно — на полуторку хватит, пора возвращаться.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ӗҫе тытӑнма вӑхӑт, — тет Митя, — атту эпир ҫав тимӗр шапапа аппаланатпӑр, кимӗсем вара — авӑ — таврӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.

Пора за работу, — говорит Митя, — а то мы с этой черепахой возимся, а лодки вон уже возвращаются.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тимахви, Миша тата чӗмсӗр те чӑсланкӑ Борис кимӗсем патӗнче юлаҫҫӗ — вӗсем хулӑ турттаракансем пулаҫҫӗ.

Тимофей, Миша и молчаливый долговязый Борис остаются возле лодок — они будут перевозчиками.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ӗнер калаҫса килӗшнӗ пек тӑвӑпӑр: арҫын ачасем касаҫҫӗ, хӗрачасем каснӑ хулла кунта, кимӗсем патне йӑтаҫҫӗ.

Сделаем так, как договорились вчера: мальчики рубят, девочки подносят лозу сюда, к лодкам.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Анчах Егорка ҫук, Елена Ивановна вара кимӗсем ҫине ларма чӗнет.

Однако Егорки нет, и Елена Ивановна предлагает садиться в лодки.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Палуба хӗррисем патӗнчех, кантӑк стеналлӑ будкӑсем умӗнче, сылтӑм енче те, суллахайра та — брезентпа витнӗ кимӗсем — шлюпкӑсем тӑраҫҫӗ.

У самых краев палубы, перед стеклянными будочками, справа и слева стоят укрытые брезентом шлюпки.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Экспедици членӗсем вӑл мӗнле чӗрчун иккенне уйӑрса илеймерӗҫ, вара, хӑйсем ӑслӑлӑх ҫыннисем пулнине кура, кимӗсем ҫине ларчӗҫ те ҫыран хӗрринелле ишрӗҫ.

Ученые не могли понять, что это такое, и, как подобает естествоиспытателям, сели в шлюпку и поплыли к берегу.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ылтӑн кимӗсем аялтан-аялтанах вирхӗнсе вӗҫеҫҫӗ, вӗсен ҫунаттисен мӗлки шӑва-шӑва юлать, пуҫӗсене каҫӑртса сӑн-питсем кулаҫҫӗ, ҫерем ҫинче, чечексем ҫинче шыв пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Низко проносились золотые лодки, скользили тени от их крыльев, смеялись запрокинутые лица, сверкали капли воды на зелени, на цветах.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев Ихошкӑна ҫунатлӑ кимӗсем ларакан ангарӑн ҫӑра уҫҫисене илсе килсе пама хушрӗ.

Гусев велел Ихошке унести ключи от ангара, где стояли крылатые лодки.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кашни ҫуркуннех пӑр кайнӑ чух баржӑсем, темӗн чухлӗ вак кимӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтеҫҫӗ — ҫынсем ахлатса калаҫҫӗ те ҫӗнӗ кимӗсем тӑваҫҫӗ, — пӑр кайнӑ чух каллех вӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтеҫҫӗ.

Каждую весну ледоход срезает баржи, десятки мелких судов, — люди поохают и — строят новые суда, а ледоход снова ломает их.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех