Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшместчӗ (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлӗк чух вӑл шухӑша кайнине никам та курманччӗ, шухӑша кайни килӗшместчӗ те ӑна; вӑл яланах утатчӗ те хускалатчӗ, пур япала ҫине те тинкерсе пӑхса, йӑлт куратчӗ, халӗ ак сасартӑк чӗрҫинчи киллине тытнипех ҫывӑрса кайнӑ пек хытса ларать, унтан сасартӑк кисӗпӗпе ҫав тери хытӑ тӳме пуҫлать — хапхаран шаккаҫҫӗ пуль тесе, йытӑ та вӗрсе ярать.

Прежде, бывало, ее никто не видал задумчивой, да это и не к лицу ей: все она ходит да движется, на все смотрит зорко и видит все, а тут вдруг, со ступкой на коленях, точно заснет и не двигается, потом вдруг так начнет колотить пестиком, что даже собака залает, думая, что стучатся в ворота.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Темӗн килӗшместчӗ пулас ӑна ман кӑкӑрта, мӗншӗн тесен вӑл салхуллӑ пӑхкаласа чарӑнкаласа тӑчӗ, гамма илсе ӗнернӗ пек, тепӗр хут шаккаса тухрӗ.

Очевидно, ей что-то не понравилось у меня в груди, потому что она приостановилась, нахмурилась и снова прошлась, точно сыграла гамму.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ «ют ҫын ҫинче пурӑнни» килӗшместчӗ ӑна, килте вара — «тӗлӗнмелле пӳлӗм» иккен те, хӑй патне икӗ хут та «пырса шӑршлакаланӑ» Дора Абрамовнӑран хӑраса тӑрать-ха.

Ей не нравилось, что я «живу у чужих людей», а дома — «чудная комната», и она боялась какой-то Доры Абрамовны, которая уже два раза «забегала и нюхала».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех