Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗнче (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улькка шӑллӗн килӗнче ҫывӑрнӑ, уйрӑласси ҫинчен сӑмах пуҫарнӑскер, ҫавӑнтах юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улькка, туй хыҫҫӑн уйӑх ҫурӑранах — Шемердяновсен килӗнче пурӑнса ҫитес ҫук текенскер, Шупашкара тухса тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна, хут пек шурӑ сӑнлӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ ҫинҫешке хӗрарӑма, Герасим Федотович кӑшт кӑна астӑвать, мӗншӗн тесен ҫав хӗрарӑм, тӑшман ункинчи хулара выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнса сывлӑхне хавшатнӑскер, хуняшшӗпе хунямӑшӗ килӗнче те ура ҫине ҫирӗппӗн тӑрайман: ача ҫуратнӑ-ҫуратманах вилсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗҫре мар, килӗнче те хӑйне йӗркеллӗн тыткаламасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Иртнӗ ҫулла Мавра кинеми килӗнче тӗрлесе ларнинчен пӗр страница та юлмарӗ пулӗ, пӗтӗмпех ҫӗнӗрен майлаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Килӗнче Мавра кинеми пӗччен мар.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шанаровсен килӗнче тӗслӗ телевизортан темиҫе хут пахараххи, илӗртӳллӗреххи те пур, анчах Глафирӑран шикленмеллипех шикленетӗп: ҫав шухӑ хӗр мана шӑлан чечекӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗссӗрле таҫта ҫапкаланса ҫӳремест, ҫынна усал сӑмахпа кӳрентермест, килӗнче те шӑв-шав ҫӗклемест…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тантӑшӗн килӗнче, ӑшӑ пӳртре, сӗтел хушшинче ларма ӗмӗтленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Илюшӑн яла качча тухнӑ аппӑшӗ пур — унӑн килӗнче туй арӑмӗсем саркаланса юрларӗҫ, шӳлкемисене шӑнкӑртаттарса туй каччисемпе пӗрле ташша ҫаптарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Инҫетри Ҫӗпӗрти колхозра икӗ ҫул ӗҫлесен хура кӗркунне Моляков тӑван яла канма килнӗччӗ, ҫавӑн чух амӑшӗн килӗнче эрне пурӑнчӗ-пурӑнмарӗ-и — ун ячӗпе телеграмма персе ҫитрӗ: «Володя, тархасшӑн, Шупашкара кил. Кунта эп кам патӗнче пурӑнма пултарнине эс пӗлме тивӗҫ. Ира».

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫичӗ Пӳртре Шелеми тимӗрҫӗ килӗнче Чӗкеҫ ятлӑ хӗрача ӳснӗ.

В Сюндюкове в семье кузнеца Шелеми росла девочка, звали ее Ласточка.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Килӗнче пурте йӗркеллӗ, вӑл тарса кайнӑ чухне мӗнле пулнӑ ҫавӑн пекех…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗнче унӑн хӑй тӗртсе-тӗрлесе тунӑ тум пур.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сахалӑшӗсем кӑна ҫӗнӗ ячӗсене пӑрахӑҫламарӗҫ, анчах вӗсем те ҫынсем ҫук чухне килӗнче хӑйсене чӑваш ячӗсемпех чӗнтеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун килӗнче туллиех ҫав тымарсем.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗнче — хуйхӑ, куҫҫулӗ, тӑлӑха юлнӑ чӗчӗ ачи, ҫӗнӗ вилтӑпри…

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эппин, вӑл, эпир юратакан Укаслу, ҫак кӗнекепе пӗрле кашни чӑваш килӗнче хамӑр юратнӑ тӑван ҫӗршыв сӑнарӗ пултӑрахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Килӗнче ҫав вӑхӑтра Ак мӗн пулнӑ Шуртанта.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинее килӗнче Хӑвараҫҫӗ утӑ ҫинче — Улӑхсене валеҫме Кӳршӗсемпе килӗшме.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех