Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗнче (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл килӗнче пулнӑ.

По версии следствия, 29 июля он находился дома.

Кармал ялӗнче пиччӗшӗ шӑллӗне вӗлернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35614.html

Кил хушшинче те, пахчара та тасалӑх, килӗнче вара — хӑтлӑх хуҫаланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Ҫакӑн хыҫҫӑн Кирилл Дениса килӗнче тавӑрма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

…Унтан сасартӑк ҫаксен килӗнче ырӑ мар шӑв-шав илтӗнме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хӑйӗн килӗнче сахалтан та пӗр сакӑр ача пулӗ-ха, тен, мӑнукӗсем те пур-тӑр!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Нумайччен ҫывӑрса каяймарӗ тет Анук ҫын килӗнче, ирхине ирех вӑранчӗ, вара Лидя аппи вӑранасса кӗтсе выртрӗ тет.

Долго не могла уснуть Анук в чужом доме, а утром проснулась рано и ждала, пока встанет тетя Лида.

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

Ҫтаппан килӗнче хуйхӑ, анчах та ҫынсем ӑна пӗччен хӑварман.

Горе пришло в семью Степана, да только люди не остались равнодушными к чужой беде.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Люся вара килӗнче тӗрек вырӑннех, амӑшне кулленех пулӑшакан.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Унпа тӑван килӗнче тӗл пулма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Тен, ҫав мӑшӑр ҫутӑ шӑпах Анатолий Тарасович Ильин килӗнче ҫунать…

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Халӑх сурсан кӳлӗ пулать, ҫанталӑкран тӗлӗнсе ҫеҫ ларнипе нимӗн те пулмасть, — ҫапла каланине илтрӗҫ председательпе партком секретарӗ колхозниксен килӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫак самантра кирек ӑҫта пулсан та, ыран Якур станцӑра пулӗ, ватӑ ашшӗне куккӑш патӗнче, станцӑра пурӑнакан Кирил Иванч килӗнче, тӗл пулӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Анчах килӗшмӗ ют хӗрарӑм килӗнче пурӑнни.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Хальхи ҫын килӗнче хул-ҫурӑм тӗреклетмелли гантель ҫеҫ ан пултӑр, сӗрме купӑс та пултӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Канашлу-пухусене те унпах каять, килӗнче те унпах ҫӳрет, хӑнара та унпах ларать, пӗр сӑмахпа каласан, ӑна кирек хӑҫан та ҫав курткӑпа курма пулать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсем те хӳтӗлев сетки ҫыхассине килӗнче йӗркеленӗ, ку ӗҫе ачисем те хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Пӗччен юлнӑ ватӑсемпе хевтесӗрленнисем хӑнӑхнӑ вырӑнтах пурӑнма пултарччӑр тесе ҫынсене килӗнче социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑм йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Пысӑк коллективра пурӗ 87 ҫын килӗштерсе ӗҫлет, вӑл шутран ҫитмӗлӗшӗ — пӗччен пурӑнакан ватӑсене килӗнче пӑхакансем.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ун чухне Таранов килӗнче Наталь пӗччен мар, хӑйӗн пилӗк ҫулхи сап-сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрачипе пӗрле ҫӗр каҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Акӑ унӑн аппӑшех, ашшӗ сарӑмсӑр вилнӗ хыҫҫӑн ялта кукамӑш килӗнче ӳссе ҫитӗннӗскер, пур енчен те йӗркеллӗ хӗрарӑм: суту-илӳ техникумӗн каҫхи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ та тӗп универмагра ӗҫлет, ӗҫмест, икӗ ача ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех