Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килтӗр (тĕпĕ: килтӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Пушхирте Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ, 3. Израиль ывӑлӗсем вӗсене каланӑ: ах, пирӗн Египет ҫӗрӗнчех аш тултарнӑ хуран умӗнче ларнӑ чухнех, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫинӗ чухнех Ҫӳлхуҫамӑр алли тивнипе вилмеллеччӗ! эсир пире ку пушхире пӗтӗм халӑха выҫӑпа вӗлерме илсе килтӗр, тенӗ.

2. И возроптало все общество сынов Израилевых на Моисея и Аарона в пустыне, 3. и сказали им сыны Израилевы: о, если бы мы умерли от руки Господней в земле Египетской, когда мы сидели у котлов с мясом, когда мы ели хлеб досыта! ибо вывели вы нас в эту пустыню, чтобы все собрание это уморить голодом.

Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Хӗрӗсем Рагуил патне, хӑйсен ашшӗ патне, таврӑннӑ, вӑл [вӗсене]: мӗншӗн эсир паян питӗ ир килтӗр? тенӗ.

18. И пришли они к Рагуилу, отцу своему, и он сказал [им]: что вы так скоро пришли сегодня?

Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.

14. И сказал им Иосиф: это самое я и говорил вам, сказав: вы соглядатаи; 15. вот как вы будете испытаны: клянусь жизнью фараона, вы не выйдете отсюда, если не придет сюда меньший брат ваш; 16. пошлите одного из вас, и пусть он приведет брата вашего, а вы будете задержаны; и откроется, правда ли у вас; и если нет, то клянусь жизнью фараона, что вы соглядатаи.

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене курнӑ та вӗсене палласа илнӗ; анчах вӗсене палламан пек тунӑ, вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӑл вӗсене: эсир ӑҫтан килтӗр? тенӗ.

7. И увидел Иосиф братьев своих и узнал их; но показал, будто не знает их, и говорил с ними сурово и сказал им: откуда вы пришли?

Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Исаак вӗсене каланӑ: эсир мана курайми пулса хӑвӑр патӑртан хӑваласа янӑ хыҫҫӑн ман патӑма мӗншӗн килтӗр тата? тенӗ.

27. Исаак сказал им: для чего вы пришли ко мне, когда вы возненавидели меня и выслали меня от себя?

Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шкулӑн илӗртӳлӗхне ӳстермелле, урӑхла каласан, ашшӗ-амӑшӗ ачисене кунта илсе килтӗр тесен условисем туса памалла: классене профильсемпе уйӑрса вӗрентмелле, ача-пӑча искусство шкулӗн ӳнер уйрӑмне йӗркелемелле, вӗсем классенчех пулӗҫ, ҫапла майпа ачасем уроксем хыҫҫӑн хушма пӗлӳ илме пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫемье бюджетне пысӑклатма май ҫук пулсан камӑн ялта тӑрӑшас килтӗр?

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех