Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килнӗччӗ (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫулла стражник текенни мӗншӗн килнӗччӗ? — ыйтрӑм эпӗ, Улля аппа Ҫтаппан пичче ҫинчен татах калаҫтӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑна валтан та эсӗ ертсе килнӗччӗ мар-и? — тӳме пек пӗчӗк куҫӗсене сасартӑк Янтул ҫине тӗллерӗ пуп.

Постой-ка, а не ты ли первым привел ее в наш дом? — Салагаик так и впился в Яндула оловянными глазками.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав ҫын килнӗччӗ, ун ури йывӑр пулчӗ теҫҫӗ.

Нога у него оказалась тяжелой.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, вӑл кунта та ҫав ӗмӗтпе килнӗччӗ мар-и.

Возможно, он и сюда с той же мечтой и приехал.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Становойпа леш Шуркасри ҫӗнӗ тиек килнӗччӗ…»

— Становой да этот… из Шургасов-то, дьяк новый…

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кулави ҫуркунне те килнӗччӗ.

Голова вон и весной был.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ҫуркунне те кулава килнӗччӗ.

— Весной к нам приезжал голова.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Турттарса килнӗччӗ пулас…»

— Должно, привез…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Укҫа пухма та хӑвӑрах килнӗччӗ пу…»

Вы еще и деньги сами тогда собира…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Хӑнасем килнӗччӗ тетӗп».

— Гости, говорю, пожаловали вчера…

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Александр аттесем патне ӗнер хӑнасем килнӗччӗ», — пӑшӑлтатать Микки сасартӑк.

— Вчера к отцу Александру гости припожаловали, — невпопад заявляет вдруг звонарь.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнер, каҫ кӳлӗм, Марфа Ефимовна патне Ильинкӑран палла тӑран икӗ усламҫӑ майра килнӗччӗ те, каҫхине хуҫасем ҫав ятпа «Христос юнне» те сыпкаланӑ пулас, сӗтел ҫинчи черкке тӗпӗнче хӗрлӗ шӗвек курӑнать.

На столе увидел рюмки с недопитым красным вином, закуски, вчера к попадье нагрянули гости — две майры из Ильинки, вот, видать, и отведали хозяева с гостями «христовой крови».

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ картлӑ кӗвентепех кӳрсе килнӗччӗ».

Только недавно на коромысле принесла два ведра.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эп сан пата урӑх ӗҫпе килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп сан патна ӗҫпе килнӗччӗ, — яланхи пекех чӳрече умне, сӗтел кӗтессине вырнаҫса ларчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кунта ҫирӗм штук, унччен сакӑрвуннӑ илсе килнӗччӗ, — терӗ вӑл Сахрун пиччене, лешӗ миҫе корзинка авнине пӗлесшӗн пулсан.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем иртнӗ расра килнӗччӗ, куннинче пирӗн черет.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хусан ӑстисене илсе килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иртнӗ ҫул Мускава пӗрле кайса килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн ӗнтӗ халь пысӑк карачи Урасмета йышӑнассине, вӑл ӑна мӗн туса айӑплассине кӗтмеллеччӗ, мӗншӗн тесен мӑрса Хусана хӑйӗн чунне тулаштарма мар, усал хакима явап тыттарма килнӗччӗ, анчах Тукай шӗкӗр хулара тек пӗр кун та пурӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех