Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килес (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хула патне ҫывхарса пынӑ чух машинӑна кун пек хытӑ хӑвалама та юрамасть, хуллентерех килес пулать.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эп хам та ват аттепе аннене пӑрахсах хулана килес ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Килес ҫул культурӑпа ҫутӗҫ шкулне хӑй тӗллӗн вӗренме кӗресшӗн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Шупашкара куҫса килес пулсан эс унта сумлӑ ӗҫех вырнаҫма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Чун савнисем килес чух Килсе тухрӗ ҫичӗ ют.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килес ламсен асӗнче юлма тивӗҫлӗ мар эпӗ…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килес кун ҫутине никам та пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Укаслу хурахӗсем хуҫаланнӑ тепӗр яла кайса йӗрке туса килес.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сирӗн ирӗк халь тин ӗмӗрне те килес ҫук!

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чим, ҫав Чикме еннелле эп килес умӗн Хусанкка тухса кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл унчченхи пек ватлӑха ҫитиччен лӑпкӑн та хуйхӑсӑр пурӑнса ирттересчӗ тесе шухӑшламасть, ҫав лӑпкӑлӑха килес кунри телей, ырлӑх, ирӗклӗх ячӗпе никӗсӗ-мӗнӗпех ватать.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайӑк-кӗшӗк кӗр каять те ҫур килет, Эсӗ пӗр кайсан килес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер шухӑш вӗҫне тухаймасӑрах апат ҫиме кайса килес терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ те пулин халӑх асӗнче «Юлашки кӑвак юман ҫинчен хунӑ юрӑ» упранать, унта чӑвашсем хӑйсен чун-чӗри суранне килес ӑрусене парса хӑварма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем ӗнтӗ хӑйсем ҫӑлӑнассине шанма та пӑрахнӑ, хӑйсемшӗн паянхи кун Эсрел килес кун пулнине кӑна пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килес ӑрусемшӗн те…»

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман килес!

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫал кӗр те килмесен Юпа тӑвап асӑнса, Килес ҫура тур пӳрсен Кӗрӳ кӳртӗп туй туса…»

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килес ҫура хӑй килсен Кнеҫ Тиньяхӑн ывӑлне Ашшӗн туслӑ кӑмӑлне Пама пулчӗ килӗшсен.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килес хӑнана курасси килсен те, Унтан ыррине кӗтмеҫҫӗ нимӗн те.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех