Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килес (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килес ҫул ҫуркунне вӗсем ҫумне паха сортлӑ улма йывӑҫҫисен папакӗсене сыпӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фермер патӗнче хӑнара пулнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%84%d0% ... bb%d0%bda/

Ялта чи лайӑххисем килес ҫулхи агрослета та туслӑ йышпа хутшӑнассине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Кӑҫал «Артека» канма килес текенсен шучӗ 40 пинрен те иртсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Шкула килес ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх программи ял-сала сӑн-сӑпатне улӑштарма пулӑшать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... b5-%d1%83/

Вӑл малашне кунта концертсем курма килес ӗмӗтлӗ.

Куҫарса пулӑш

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Икӗ пӳлӗмлӗ хваттер илмелӗх укҫа пулмасан хулана килес ҫукчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Килес мар тенӗччӗ те, Пурхиле ҫине тӑрсах йӑлӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман халь Петр Васильевич патне ҫитсе килес луччӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫук-ха, ҫав ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫын патӗнче хваттерте пурӑнма тӑвӑртарах, кансӗртерех пулнине туйса яла ҫӗнӗ упӑшкин килне куҫса килес шухӑш малтан чӑнах пулнӑ пуль, анчах амӑшӗ, Инесса ӗнтӗ, ӑна Шупашкарта кооперативлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянса парать-ҫке!

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Рената вара яла куҫса килес шухӑша тӗлӗкре те тӗлленмен-тӗр.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑван ялне кайса килес шухӑш та пурччӗ ӗнтӗ Тарановӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа та эпир килес ҫулах пурнӑҫа кӗртме пуҫласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл ачи // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60740

Тӑван тӑрӑха ӗҫлеме килес шухӑшлӑ студентсене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн стипендине тӳлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк педагогсем канашларӗҫ // Оксана СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12491-ca ... anashlar-c

Георгий килес умӗн Нина апат ҫиме хатӗрленнӗччӗ — халь вӑл ун ҫинчен те йӑлтах манса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пӗлтӗр, кунта килес умӗн, мана кӑштах ялта пурӑнма тӗл килчӗ те, эпӗ ҫав картуна ҫуранах кайса килтӗм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Килӗнче хӑй пӗччен кӑна чухне Мосальский килес пулсан, вӑл хӗрелетчӗ, ӑна куҫран пӑхма хӑйсах каймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Украина литературин классикӗ Т. Г. Шевченко ҫуралнӑранпа та килес ҫул 150 ҫул тултарать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Килес ҫул пирӗн прозаиксем вулакансене мӗнле савӑнтарӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Килес ҫул тата илемлӗ литература произведенийӗсене кӑҫалхинчен нумайрах та кӑларма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Килес ҫул мӗнле-мӗнле произведенисем пичетленсе тухасса кӑҫалах пӗлесчӗ, вара эпӗ вӗсене туянмасӑр юлмӑп».

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех