Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килекен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шухӑшӗ-мӗнӗ унӑн пӗр тикӗс шурӗ, ҫан-ҫурӑма канӑҫ та ырлӑх илсе килекен ҫуллахи лӑпкӑ ҫил пек пӗр майлӑ пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк вӑл таҫта хыҫал енче хӑйсем патнелле хӑвӑрт ҫывхарса килекен урхамах ури сассине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑн чухне ҫеҫ Укаслу ҫак ача мӗншӗн хыҫалтан тапӑнса килекен кашкӑрсем еннелле ҫаврӑнманнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тусан ҫӗкленсе явӑнать, сиккипе килекен юланутсене уйӑрса илме кансӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата ытла нумай вӑхӑт хӑвасен хушшинче тӑрсан Улӑп тӗми леш енчен ҫулса килекен хӗрсем те темӗскер шухӑшлама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ташшинче — ӗмӗртен килекен сӑпайлӑх, танлӑх кӗвви.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫ хупанкийӗ тӗксӗм пӗлӗт пек тӗксӗм те хура, калӑн ҫав, вӑл ҫапла тавраналла хӑмсарса хӑй ҫине килекен инкеке хуса яма ӗмӗтленет, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килекен хӑнашӑн, Майра патшашӑн — Тӑкӑнать ҫак парне Воевотӑ патне: Ҫӑра пыл та ҫинҫе тир — Йӑваш чӑвашран.

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл, хӗрсе кайнӑскер, фашистсен малта хӑлаҫланса килекен ефрейторне хырӑмран чиксе, штык ҫине ҫӗклерӗ те ывӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пире хирӗҫ килекен пӗр пысӑк автобус тем пирки кӑшт чарӑнса тӑрсан, машина ӑшӗнчен аманнӑ салтаксем ахлатса йынӑшни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ухта еннелле тапӑнса килекен фашистсем пирӗн ротӑпа хамӑрӑн ытти полксенчен татса хӑварчӗҫ те сасартӑк ҫавӑрса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Хыҫалта урӑх килекен ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ Санюка ытларах хӑйсен поселок енчен килекен тӑшман машинисем интереслентереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пире апат-ҫимӗҫ е хӗҫ-пӑшал тиесе килекен машина кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак туратлӑ чӑрӑш ҫине хӑпарса лар та Ильмар поселокӗ енчен килекен транспорт ҫинчен пире асӑрхаттарса тӑр.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫав ӗҫрен килекен каччӑн пуҫӗ таса мар, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Килекен ҫук та ҫук…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Эпир Хуралпа кунта куллен ачасемпе пӗр вӑхӑтрах килекен пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх,чи малтанах саккунсӑр майпа килекен рекламӑсем, смс- рассылкӑсем, шӑнкӑравсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Эх, ҫав ачалӑхри футбол мечӗкӗ пек ӑнсӑртран кӗмсӗрт вӗҫсе килсе, пӗррех шаплаттаринччӗ, самант тӗп тӑвинччӗ вӗсене пӗр-пӗр хӑватлӑ, таса, асамлӑ вӑй (тен, ку вӑл тӗнчене иккӗмӗш хут килекен Христос пулӗ?)…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех