Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килекен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тишкерӳ хыҫҫӑн, ҫӳлерех палӑртнӑччӗ, паттӑр ҫинчен калакан чӑваш юмахӗсенче 300 А, 300 *В, 301 А, 301 *В, 303, 315 А сюжетсемпе тӳр килекен ушкӑнсем курӑнчӗҫ, унсӑр пуҫне харкам ушкӑн та йӗркеленчӗ.

В результате такого анализа среди чувашских сказок о богатырях выявились группы в соответствии с сюжетами 300 А, 300 *В, 301 А, 301 *В, 303, 315, а также одна дополнительная группа.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Урхамах ҫинчи йӗкӗт аҫтахапа ҫапӑҫни ҫинчен калакан сюжет пӑлхарсем патне иран чӗлхиллӗ халӑхсен сӑмахлӑхӗ урлӑ кӗнӗ тесе ҫирӗплетет55. Ку шухӑшпа килӗшмелле, патша хӗрӗсене ҫиме килекен (е халӑха шывсӑр аптӑратса ҫитернӗ ҫӑлри) нумай пуҫлӑ аҫтаха-ҫӗлен Шыв хуҫине калӑпласа тӑрать, вӑл сӑнар пирӗн юмахла прозӑна каярах кӗнӗ пулас.

Он утверждает, что мотив битвы юноши со змеем (драконом) пришел к болгарам из устной словесности ираноязычных народов. Мы согласимся с его мнением, также полагая, что образ хозяина водной стихии получил в дальнейшем воплощение в многоглавом змее-драконе, который то приходит пожирать царских дочерей, то живет в колодце и, не допуская к воде людей, мучает их жаждой. Этот образ, вероятно, появился в чувашской сказочной прозе позднее.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Эппин, тул ҫутӑлас умӗн пулин те килекен пулӑхлӑ ҫутҫанталӑкӑн ырӑ саманчӗсем пурне те куллен вӑй хушса пытӑрччӗҫ!

Куҫарса пулӑш

«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22

Чӑваш халӑхӗн авалтан килекен йӑли-йӗркисене манас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Авалхи тумсемпе тата мӗн ӗлӗкрен килекен йӑла-йӗркесене упраса ҫамрӑк ӑру патне ҫитерес тӗлӗшпе Федоровка районӗнче пурӑнакан чӑвашсем те мухтанма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Шупашкаралла килекен «Чувашия» фирмӑллӑ пуйӑс Ҫӗрпӳ станцинчен тапранса кайсанах, улттӑмӗш вакунри ҫиччӗмӗш купере килекен пӗр 23-25 ҫулсенчи питӗ кӑмӑла каймалла сӑнлӑ пассажир чӑматанне ҫӳлти сентре ҫинчен антарса, лайӑх кӑна туртса ҫыхрӗ, унтан пальтине, ҫӗлӗкне, перчеткине тӑхӑнчӗ те чӳрече умне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Манӑн… манӑн ачасене курас килекен пулчӗ, ҫавӑнпа кӗрес терӗм…

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кӑнтӑрла хӗвел ҫути ҫӑтса тултарнӑ ҫӗрӗн-шывӑн, сывлӑшӑн ырӑ ӑшшине те ҫывхарса килекен каҫ йӑлтах каялла ӗмсе илейменччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Шыври сӑрт мӗлки ҫинче ҫывхарсах килекен арҫын кӳлепи, вӑрӑм пушӑ сӗтӗрнӗскер, курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик хирӗҫ килекен хӗртен хӑй сисмесӗрех аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Юнашар ҫул ҫине, акӑ, хирӗҫ килекен пуйӑс ҫӗр ҫӗмӗрсе кӗчӗ те, пуҫ вӗҫӗнче пӗр хушӑ тӗнче кӗмсӗртетсе, ванса-ишӗлсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫакна валли пӗтӗмпе 77,3 млн тенкӗ уйӑрнӑ, вӑл шутран республикӑран килекен субсиди виҫи 61,7 млн тенкӗпе танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Темле вӑй техника паркӗ еннелле туртать, ачаранпах, пӗчӗкренпех унталла чӗнет пулсан, тӗлӗкре те тракторсемпе комбайнсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ пулсан, уй-хиртен килекен трактор сассине каҫса кайса, вырӑнтан хускалмасӑр итлесе тӑратӑн пулсан, ҫав сасса хирӗҫ, чи илемлӗ кӗвӗрен те илемлӗнрех илтӗнекен сасса хирӗҫ, ҫунат сарса вӗҫес килет пулсан — уй-хирсӗр пуҫне, тракторсӑр пуҫне, комбайнсӑр пуҫне мӗн илӗрттӗр сана?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

— Пӗрре ҫеҫ килекен ӗмӗре илемлӗ пурӑнса ирттерес пулать.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Туратсен сыпӑнӑвӗнче, тӑрӑ сывлӑш чӳхенӗвӗнче, хӗрӳ хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисенче вара — этемпе чӗрчунӑн тата йывӑҫ-курӑкӑн сӗм-авалтан килекен туслӑ ҫыхӑнӑвӗ, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пӗрпӗтӗмлӗхӗ, нихҫан-нихҫан иксӗлми хӑватлӑ вӑйӗпе ҫутӑ илемӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл будкӑсем патӗнчен кунталла васкамасӑр утса килекен арҫын еннелле пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эпир, ҫӗр ҫине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен килекен ӑрусем, сан паттӑрлӑхунтан ҫеҫ мар, санӑн чун-чӗрӳ мӗн тери илемлӗ те чечен пулнинчен те тӗлӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Фестивале килекен кашни артиста, режиссера, сумлӑ хӑнана алӑ ҫупса тивӗҫлӗн кӗтсе илеҫҫӗ, вӗсене Чӑваш Енре курма хавас пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=EXM9f9dAfpg

Иванов Мӗтри пурнӑҫ тути-масине чухлакан маттур йӗкӗт ӗнтӗ, ҫавна май «пӗрре ҫеҫ килекен» ӗмӗрӗн мӗнпур вӑхӑчӗпе туллин усӑ курса юласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫӗршыва хирӗҫ санкцисем пынӑ вӑхӑтра республикӑри аграрисем ют ҫӗршывран кӳрсе килекен ҫӗр улми вӑрлӑхне вырӑнтипе улӑштарни — ырӑ пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех