Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлӗтӗн-и, — хумханакан сасӑпа пуҫларӗ вӑл, — Бай Юй-шань каҫхине ҫумӑр айне пулнӑ, каҫӗ, хӑвах пӗлетӗн, мӗнле сивӗччӗ…
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Каҫӗ тӗттӗм те шӑп тӑрать.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Каҫӗ ӑшӑ, ҫырана хум пыра-пыра ҫапӑнать те, мавзолей стени ҫинче саланса каять.
Маҫтӑр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Никандр та, тек мӗн ҫинчен калаҫмаллине тавҫӑраймасӑр, ураран ура пускаласа тӑчӗ те, хӗре ырӑ каҫ (мӗн ырӑ каҫӗ ӗнтӗ унта — ҫутӑ ир) сунса хӑварса, килнелле хӑпарса кайрӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эп астӑвассах Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ ҫапла.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кунӗ те, каҫӗ те тин ҫеҫчӗ — вунсаккӑрти-ҫирӗмри вӑхӑт.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗнтрӗклӗ пулсассӑн та каҫӗ — ӑшра ӑшӑ-ӑшӑ, ырӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хутласан-хутласан-вӑл, тӑл чарӑнса, аллисене икӗ еннелле ярт сарса ячӗ те, лӑр-р вӗҫсе каяс вӗҫен кайӑкла: «Эх, Кӗҫени, каҫӗ, каҫӗ, каҫӗ мӗнешкел кӗҫӗр!» — тесе йӗри-тавралла савӑккӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Турри юриех арӑмӗпе упӑшки валли ятарланӑ юрату каҫӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каҫӗ ӑшӑ та лӑпкӑччӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Каҫӗ пӗлӗтлӗччӗ, шывӗ хура; пароход хыҫӗнче икӗ кӑвак ҫул вӗресе куҫа курӑнман ҫырансем патнелле уйӑрӑлса каятчӗҫ; ҫав ҫулсем хушшипе баржа сӗтӗрӗнсе пырать.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темшӗн тата — пӑчӑ, каҫӗ сулхӑн пулин те ман ҫинчен йӗп-йӗпе тар юхать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫумӑр пушшех те хытӑрах шавла пуҫларӗ, каҫӗ тӗттӗмленсе ларчӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Каҫӗ ҫутӑ, ҫӑлтӑрлӑ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Карел Грончакӑн ятсӑр шефӗ ҫак вырӑнпа каҫӗ», — терӗҫ вӗсем.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Пурте йӗркеллех пулсан, — хушса хучӗ Зубавин, — вӑл хӑй ҫитмелли вырӑна чикӗ урлӑ ҫуранах каҫӗ, хайхи авалхи ҫулпах килӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Поляр каҫӗ хыҫҫӑн пирвайхи хут хӗвел тухсанах хӑй патак ҫине тума тытӑннӑ паллӑсем тӑрӑх пӗлет вӑл: ҫак вӑхӑтра унӑн пиччӗшӗ Мэнгылю тинӗсе тухмалла.
Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Авӑ — каҫӗ епле ӑшӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Каҫӗ сулхӑнрах ҫав!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Каҫӗ йӑмрасен ӑшӑ мӗлкисене ҫыран ҫине ҫемҫен сарса хунӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.