Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫӗ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн романтика каҫӗ ирттерес мар?

Почему бы не устроить романтический вечер?

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗншӗн романтика каҫӗ йӗркелес, юратнине пӗлтерес мар?

Почему бы не устроить романтический вечер, признаться в любви?

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗншӗн романтика каҫӗ йӗркелес, юратни пирки пӗлтерес мар?

Почему бы не устроить романтический вечер, признаться в любви?

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Классикӑллӑ музыкӑна рабочисем ӑнланаймӗҫ тесе шутланӑччӗ Литвинов, ҫапах уяв каҫӗ тӗлӗнмелле аван иртрӗ — концерт хыҫҫӑн сцена ҫине хӑпарса ырӑ сӑмах калакансем те пулчӗҫ, малашне те килсе ҫӳреме чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӑшарнн каҫӗ мар-ҫке паян? — хыпӑнчӗ Кӗпӗрьян амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӑшарни кунӗсенче Тимушпа улаха ҫӳрени те, хӗрсемпе Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ юмӑҫ пӑхни те — пурте куҫ умӗнчен кайма пӗлмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫӗ тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗне тӑрать «Вальпурги каҫӗ»!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫапах та тӗлӗнтермӗшсен каҫӗ вӗҫленчӗ.

— Однако ночь чудес затянулась.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Астумастӑн пулӗ ҫав, пӗринче пирӗн художество акедемийӗпе эсӗ вӗренекен медицина институчӗ тӗлпулу каҫӗ ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Бекекоран тытӑнса ҫак кунӑн каҫӗ таранчченех — пӗтӗмпех — кайран вӑл ҫакна сасӑсӑр кӗве-ҫемӗпе тулсах ларнӑ, ӑнтӑлса васкакан, тӗтреллӗн сӑнарланнӑ тӗлӗк минретнӗн аса илет…

Все, начиная с Бекеко и кончая ночью этого дня, вспоминалось им после, как торопливо промчавшийся, смутно восстановленный сон, полный беззвучной музыки.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Виҫҫӗмӗш кунӑн каҫӗ сӗмленсе килет, анчах лару-тӑру малтанхиллех.

Но наступил вечер третьего дня, а ничего не случилось.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тропик каҫӗ юмахри шӑплӑхпа тата ҫеҫкене ларнӑ йывӑҫсен техӗмӗн йӑваш влаҫӗпе тулсах ларнӑ, кӑнтӑрла ҫывӑрнӑ туйӑмсене ҫӗклет; мӑнаҫлӑх, рехетлӗх, сӗм тӗттӗмлӗх — вӗсем кӗвӗ-ҫемӗ евӗр витӗм кӳреҫҫӗ.

Тропическая ночь, полная сказочной тишины и кроткой власти аромата цветущих деревьев, поднимала чувства, спящие днем; величие, нега, мрак действовали, как музыка.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ку — хӑнан иккӗмӗш каҫӗ; халӗ вӑл пысӑках мар, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ операци умӗн ҫаннисене тавӑрнӑ тухтӑр евӗр ҫӗкленӳллӗ те канӑҫсӑр; Блюм алӑка уҫрӗ те картлашкапа анма пуҫларӗ.

Это была вторая ночь гостя; настроенный торжественно и тревожно, как доктор, засучивший рукава для небольшой, но серьезной операции, Блюм отворил дверь и стал спускаться по лестнице.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вилӗм приговорӗн каҫӗ пурне те танлаштарчӗ.

Ночь смертного приговора уравняла всех.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ытла та кӑмӑллӑ-ҫке Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Ҫеҫен хирӗн капмар каҫӗ тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе йӑлтӑртатать; вӗсем пысӑк — сехӗрленӳпе илемлӗх ҫине тӑрӑннӑ куҫсем тейӗн.

Огромная ночь пустыни сияла цветными звездами, большими, как глаза на ужас и красоту.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Каҫӗ епле хӳхӗм!

— Вечер так хорош.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Каҫӗ ырӑ пултӑр, капитан господин!

— Добрый вечер, господин капитан!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

— Пӑрахут рейсӗсен интернаци ишев тӗркӗвӗшӗсем йӑлӑхтарчӗҫ; сӑмалаланӑ палуба, тӑварлӑ ҫилпе тулса вӗлкӗшекен парӑссем шуратнӑ тӳпе, океанӑн ҫӑлтӑрлӑ каҫӗ, сирӗн тараватлӑхӑр асӑмра яланлӑхах, ӗмӗрлӗхех юлӗҫ.

— Мне надоели интернациональные плавучие толкучки пароходных рейсов; навсегда, на всю жизнь останутся у меня в памяти смоленая палуба, небо, выбеленное парусами, полными соленого ветра, звездные ночи океана и ваше гостеприимство.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех