Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫчен сăмах пирĕн базăра пур.
каҫчен (тĕпĕ: каҫчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капла кайсан эпӗ каҫчен те ҫаврӑнса ҫитес ҫук терӗм, пушӑ аврине тытрӑм та пӗрех тӗкрӗм кӗсрене хыҫалтан.

Ну, думаю, эдак мне взад-вперед до ночи не обернуться, взял кнут да и ткнул ее в хвост.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫ пулса пырать тес, каҫчен ӑна кӑларса яма тивӗҫ.

Неужто дело уже к ночи, а ведь до ночи-то его должны выпустить…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Каҫчен ӗлкӗретпӗр».

— До ночи управимся.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ир такӑнсан — каҫчен теҫҫӗ.

Говорят, споткнулся с утра — почитай, будешь спотыкаться до вечера.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗрре ирхине яшка ҫисе тултараҫҫе те — каҫчен.

Утром похлебают баланду — и до вечера.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑнтӑрла та ҫитмен-ха, Каҫчен вӑхӑт нумай-ха.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӗлкӗрмерӗҫ Каҫчен ҫитмешкӗн Хусантан».

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пур чӗрӗлӗх ӗҫре: чӗр чунӗ Иртен каҫчен ав тӑрмашать; Ҫерҫишӗн те кун ырлӑх кӳнӗ: Сикет, вӗҫет вӑл, тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗркуннеччен иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлемелле пулать.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыран ак тимӗрҫӗпе иккӗн тытӑнатпӑр та каҫчен юсаса та лартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртен пуҫласа каҫчен, каҫ кӳлӗм пуҫласа ирччен татти-сыпписӗр ҫумӑр ҫӑвать; пӗр самантлӑха чарӑнать те ҫавӑнтах тепӗр хут пуҫласа ярать; ҫывӑхри вӑрман хыҫӗнчен ҫӑра пӗлӗтсем йӑтӑнса тухсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑ иртен пуҫласа каҫчен юрӑ кӗвӗлесе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи вӑл кун иртен пуҫласа каҫчен пуса татнӑччӗ, ҫавӑнпа, ывӑннӑскер, карта алӑкне питӗрсе кӗчӗ те часрах ҫывӑрма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ма халех чупмалла мар-ши тупата кремле, ма каҫчен кӗттерет-ши аслӑ князь?

Куҫарса пулӑш

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ӗҫрен хӑраман — ҫӑкӑрлӑ пулнӑ», — каларӑша тӗпе хурса канмалли кунсемпе уявсене пӗлмесӗр иртен пуҫласа каҫчен тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Северьян халь тарҫӑ та мар — ӗҫлекен выльӑх, иртен пуҫласа каҫчен тар юхтарса ӗҫлекен выльӑх.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗ-амӑшӗсем: сиплӗ вӑл, тутӑ тытать, ытларах ӗҫӗр ӑна тесе хистеҫҫӗ пулин те, ачасем унпа тӑранмаҫҫӗ-ҫке, вӗсем иртен пуҫласа каҫчен ҫӑкӑр ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каҫчен, урасем утайми пуличчен ҫӳрерӗҫ вӗсем Хӗрлӗ площадь таврашӗнчи лавккасем тӑрӑх, анчах вӗҫне-хӗрне тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялан ӗҫпе пурӑнма хӑнӑхнӑ, иртен пуҫласа каҫчен килте, вӑрманта, хирте е Атӑл хӗрринче тӑрмашакан ҫынсене пӗр эрне хушши алӑ усса ларма йывӑр пулчӗ, ҫапах та никам та манӑн пит васкавлӑ ӗҫ пурччӗ тесе ҫӑвар уҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килтисем пире каҫчен ан та кӗтчӗр.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех