Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫчен сăмах пирĕн базăра пур.
каҫчен (тĕпĕ: каҫчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗчӗккисем иртен пуҫласа каҫчен ҫӗтӗк пуканисемпе выляҫҫӗ, вӗсемшӗн кунтан хаклӑраххи нимӗн те ҫук.

— Они отдают всю душу тряпочной кукле, и она становится им очень-очень дорога.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Каҫчен!

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Кӑнтӑрла иртсен пуҫланнӑ ҫумӑр каҫчен чарӑнмасть» — теҫҫӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Фабрикӑсемпе заводсенче сакӑр сехет ӗҫлесе эрнере икӗ кун канаҫҫӗ пулать те, фермӑра мӗншӗн ир пуҫласа сӗм каҫчен тӗрмӗшес?

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун хыҫҫӑн хӑй вырӑнне чаплӑн майлашӑнса ларчӗ те каҫчен те тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эпӗ те, ав, иртен пуҫласа каҫчен, хул калакӗсем ыратакан пуличченех баранкӑна ҫавӑратӑп, обществӑшӑн тӑрӑшатӑп, темелле, халь акӑ сире фон-барон пек лартса килтӗм…

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вырӑнтан хускалма вӑй ҫитереймесӗр, каҫчен пурне те курма, пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрмеллине мансах пӑхать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан вырӑнсенче иртен пуҫласа каҫчен хурал тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Иртен пуҫласа каҫчен ун патӗнчен ҫынсем татӑлмарӗҫ: тӗрлӗ ыйтупа калаҫрӗҫ, канашларӗҫ, вӑл такама та кирлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш ват хӗр кайран, хуҫа майри пулсан, унӑн пӗтӗм пурлӑхне тытса илчӗ, тӑруках мӑнтӑрланма, иртен пуҫласа каҫчен ҫиме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Аванкай ҫак кунсенче иртен пуҫласа каҫчен хӑйӗн тимӗрҫ лаҫҫинче тем аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иртен пуҫласа каҫчен вӑрманта е ҫеҫенхирте ҫӳрет вӑл, тем-тем тымарӗсем татса таврӑнать, типӗтет…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑн каҫчен те фашистсем пуҫӗсене кӑтартмарӗҫ, ӑнланчӗҫ пулас — ҫывӑхрах совет снайперӗ вӗсене хураллать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

— Ҫук-ха, Санюк, ӑна каҫчен сапаласа пӑрахса кушӑхтарар, каҫхипе вара ӳплене тултӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗн каҫчен тӑрӑшса, тар юхтарса ӗҫлерӗҫ йӗкӗтсем кетменпе — ҫав тери им тупас килнӗ вӗсен.

В поте лица работали юноши кетменем, сменяя друг друга, работали до поздней ночи — так хотелось им во что бы то ни стало найти желанное лекарство.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

— Анчах куратӑр, мӗн чухлӗ манӑн ӗҫ: кӑштах та пулин чумиза тата кукурус акма манӑн каҫчен ҫак сӑрта чавса якатмалла.

— Но видите, как много у меня работы: до вечера я должен разровнять этот бугор, чтобы посеять хотя бы немного чумизы и кукурузы.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

— Ирех хӗвел хӗртсен, каҫчен ҫумӑр пулать, тетчӗ асанне.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ир такӑнсан каҫчен теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Каҫчен, савниҫӗм!

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ах, хӗрӗм, ҫав ӗнтӗ пирӗн, ват ҫынсен, сывлӑхӗ, улшӑнса тӑракан кӗрхи ҫанталӑк пекех, ирпе лайӑх та, каҫчен тем пулать:

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех