Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗпер урлӑ каҫсан, вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхать: леш ачасем ранецӗсене тусан ҫийӗпе сӗтӗрсе пыраҫҫӗ; акӑ, вӗсем, шкул енчен пӑрӑнса, курӑк хушшипе чупса кайрӗҫ, ӳкеҫҫӗ хӑйсем, ҫӳллӗ курӑк хушшинче курӑнми пулаҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Лю Гуй-лань алӑк урлӑ каҫсан, вӑл куҫҫульпе хӗрелнӗ куҫне ҫаннипе шӑлса илчӗ, хӑй куляннине хӑнана пӗлтересшӗн пулмарӗ.
XIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӑюлланнӑ арҫыннӑн пӑтӑр-патӑрӗ алкум урати урлӑ каҫсан та тӳрех лӑпланмарӗ, картлаҫран анса картишӗпе иртнӗ чухне те, ҫӗрлехи шӑплӑха шуйхатса, йӳҫрӗ-ха явӑнчӗ-ха унӑн тӑкӑсӗ, лешсем хапха умӗнчи вут купинчен пӑрӑнса Йӳҫкасалла сулӑнсан тин йӑмрӗ, ҫухалчӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ку сас, пӗтрӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӑнтӑрти хапха хыҫӗнчи кӗпер урлӑ каҫсан, ҫынсем, ушкӑнсем ҫине пайланса, шоссе тӑрӑх утрӗҫ.Перейдя мост за южными воротами, люди, разбившись на группки, пошли по шоссе.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Урапа кӗпер урлӑ каҫсан, лавҫӑ пушине винтовкӑсенчен пенӗ чухнехи пекех шартлаттарма пуҫларӗ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Анчах урам урлӑ урасене йӗпетмесӗрех каҫсан, атте мана йывӑҫ урасемпе шкула кайма ирӗк пачӗ.Но когда я прошёл через улицу, не замочив ног, отец позволил мне идти в школу на ходулях.
11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Луций Сергий Катилинӑна ҫулпуҫ тӑвас шанчӑкне ҫухатнӑ хыҫҫӑн гладиаторсем Спартак мӗн сӗннине йышӑнчӗҫ: ҫитес ҫуркунне Альпӑсем патне каймалла, Альпӑсем урлӑ каҫсан, восстани тӑвакансен ҫарне салатса ямалла, кашнин хӑйӗн ҫӗршывне таврӑнмалла, унта вара халӑха римлянсене хирӗҫ ҫӗклеме тӑрӑшмалла.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӗпер урлӑ каҫсан вӑл мӗкӗрсе илчӗ, ҫӑра тӗтӗм кӑларса ячӗ те улпут ҫурчӗ патнелле кӗрлеттерчӗ.За мостиком он густо задымил, два раза выстрелил и покатился к барскому дому.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Виҫҫӗмӗш юпине касма тӑрсан, унӑн чӗри сехӗрленсе тапа пуҫларӗ, темиҫе хутчен чарӑна-чарӑна тӑчӗ хӑй; ҫурринчен ытла каҫсан, тӗрексӗр хуралтӑ сасартӑк хытах тайӑлчӗ…
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Кӑҫал хӗл каҫсан аппа вӗренсе пӗтерет те-ха, ялта ӗҫ тупса вырнаҫасшӑн.
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
Умра пӗр-пӗр стена тӗл пулсан, Загорулько, лашана чӗвен тӑратнӑ пек, танкне ҫӗклентерет; танкӗ, сывламасӑр, улӑхать вара; стена урлӑ каҫсан, савӑннипе кӗрлесе илет; Загорулько, чӑтаймасӑр, юратнӑ танкӗ ҫине пӑхса, йӑл! кулать.
Ӑслӑ танк // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Ханкӑр кӳлли ҫийӗнчи курпун кӗперпе пӑс пӗлӗчӗ витӗр ыткӑна-ыткӑна чупса каҫсан Лось, унчченхи пекех, лутра колоннӑсен леш енче тусен уйӑх ҫутинчи ӗлкисене курать.
Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫыран леш енне каҫсан, Буратино акӑш урисене аллисенчен вӗҫерсе ячӗ те, ҫӗре шаплатса ӳкрӗ.
Буратино ҫине вӑрӑ-хурахсем тапӑнаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл та ҫул урлӑ каҫсан пӗтрӗ вара, тӳрех каялла таврӑн!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Бркапа курса калаҫасси Морава урлӑ каҫсан ҫеҫ пулса иртет тесе шутланӑччӗ вӑл.Он предполагал, что встреча и разговор с Бркой состоятся после перехода через Мораву.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пурнӑҫпа кӗрешӳре, хӑв улӑхакан кашни сӑртра, шыв урлӑ каҫсан кашни ҫыранта, темле ывӑнсан та, темле йывӑр пулсан та, эсӗ яланах ӗненсе тӑма тивӗҫ: сана ирӗклӗх, юрату, телей кӗтет… кирек епле пулсан та!
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чикӗри пӗрремӗш лини урлӑ каҫсан та, тӑшман иккӗмӗш линие, унтан виҫҫӗмӗш линие пырса тӑрӑнать.Прорвавшись сквозь первую линию обороны границы, он должен наткнуться на вторую, потом на третью.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Служба йӑрӑмӗ урлӑ каҫсан, лазутчик хӑйӗн резина кавирне тӗркелесе ҫыхнӑ пулас, вара, чееленсе-мӗн туса тӑмасӑрах, шалалла васканӑ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чикӗ урлӑ каҫсан, пӗр сехет, ну юрӗ, ытларах пулсан, пилӗк сехет хушшинче чи пултаруллӑ, чее лазутчик ӑҫта ҫитсе ӳкме пултарасса Громада тӗплӗн шухӑшласа пӑхрӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Апла пулсан, — шухӑшларӗ Кларк, — чикӗ урлӑ хурал килес умӗн мар, пограничниксем застава еннелле кайнӑ чухне тин каҫсан, ӑна валли сехете яхӑн вӑхӑт пулать.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.