Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫрӗ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Борис аттесем патне каҫрӗ, вӑл аттене васкарах хирӗҫлени ҫинчен тата пирӗн хамӑра йӑва кирли пирки, эпир нумай хуласем, хваттерсем тӑрӑх ҫӳрени ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Бунчук амӑшӗ патӗнче ҫӗр каҫрӗ: тепӗр кунне, Сиверс Ростова илни ҫинчен Новочеркасска хыпар ҫитсен, Голубовран ирӗк ыйтрӗ те тепӗр ирхинех юлан утпа Ростова тухса вӗҫтерчӗ.

Бунчук переночевал у матери, а на другой день, как только в Новочеркасске стало известно о взятии Сиверсом Ростова, отпросился у Голубова и наутро выехал туда верхом.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алексей Артамашов хӑй пӳрчӗн алӑкӗ урлӑ каҫрӗ те, арӑмӗ хӑраса пӑхнине курса, алӑк умӗнчех чарӑнса тӑчӗ, те кӗрес, те кӗрес мар тесе шухӑша кайнӑ пек, каларӗ:

Алексей Артамашов переступил порог своего дома, увидел испуганный взгляд жены, остановился в дверях и, как бы раздумывая, входить или не входить, сказал:

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Нарыжный тусӗ патӗнче ҫӗр каҫрӗ, «Светлый путь» колхоза кӑнтӑрлахи апат тӗлне анчах ҫитрӗ.

Нарыжный заночевал у друга и только к обеду вернулся в «Светлый путь».

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтер, Валета палласа илсе, окоп урлӑ сиксе каҫрӗ те ҫурӑмӗнчен меллӗн кӑна прикладпа чышса ячӗ.

Унтер, опознав Валета, перепрыгнул через окоп, с усердием толкнул Валета в спину прикладом.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нумай пулмасть вӗсен йышӗ 300 пин урлӑ каҫрӗ.

Недавно их количество перевалило за 300 тысяч.

Google тутарларан куҫарма вӗреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24512.html

Вӑл ҫырма урлӑ сиккипе каҫрӗ те йывӑҫ тӗмӗсемпе хупланнӑ ҫӳллех мар ту ҫине вӗҫсе хӑпарчӗ, кунтан вара айлӑмра пӗр лав пынине курчӗ, лавне сарӑ вӑкӑрсем кӳлнӗ.

Проскакал балку, поднялся на невысокую гору, поросшую кустарником, и отсюда заметил в низине бричку, запряженную быками серой масти.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара уйӑх пӗлӗте урлӑ пӗкӗ пек авӑнчӑк ҫулпа хӑвӑрт шуса каҫрӗ те пӗлӗт асамат кӗперӗ пек ялкӑшса кайрӗ, ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑна пуҫларӗҫ, Кубань шывӗ те хӑй ҫыранӗсенчен тухнӑн, вӑрман шиклӗн кӗрлесе ларнӑн, ҫеҫенхире темиҫе ҫӗрте пушар хыпса илнӗн туйӑнчӗ…

Луна вдруг описала дугу, и в небе загорелась радуга, посыпались звезды, и казалось ему, будто Кубань вышла из берегов, забурлила, зашумел лес, а в степи вспыхнули пожары…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗмӗл ҫурӑмне йӑлтӑртаттарса, купа урлах калта чупса каҫрӗ.

По копне пробежала ящерица, блеснув серебристой спинкой.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун хыҫҫӑн Сергей тепӗр енне шанчӑклӑн каҫрӗ те тӗлӗннипе чарӑнса тӑчӗ.

После этого Сергей уверенно заглянул на другую сторону щита и в недоумении остановился.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӳме урлӑ сас тумасӑр сиксе каҫрӗ те вите ҫумӗпе утса пычӗ — витерен Саша мучи янӑратса ӳсӗрни илтӗнет.

Неслышно перепрыгнув через забор, шел мимо конюшни — оттуда звучал гулкий кашель деда Сашки.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дивизи юханшыв урлӑ питех те ӑнӑҫлӑн каҫрӗ.

Операция по форсированию реки была выполнена дивизией блестяще.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗҫ ӑна иккӗмӗш хут айккинчен чикме тӑчӗ, анчах та Иванков, хӗҫӗпе ҫапса, сӑнӑ вӗҫне хӑй тӗлӗнчен сирсе ывӑтрӗ, йӑрани ҫине тӑрса, вӑл сулахай енчен сиктерсе пыракан нимӗҫе ҫурӑмӗнчен хӗҫпе туртса каҫрӗ.

Иванков отвел второй удар немца, направленный ему в бок, и, привстав, рубнул по спине скакавшего с левой стороны немца.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Разъезд ҫул урлӑ каҫрӗ те Любов ҫумӗнчи лапам хӗрри хысакӗ тӑрӑх чалпашшӑн улӑхса кайрӗ.

Они пересекли дорогу и пошли наискось по гребню над котловиной, в которой разметалось местечко Любов.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗр, пиртен ҫӗленӗ юбкине аллипе тытса, кӗрен урисемпе лачака урлӑ лачлаттарса каҫрӗ, ҫӑра куҫхӑрпаххи ӑшӗнчи кӑвак куҫӗсемпе йӑл кулса, Крючкова патйине пачӗ.

Девка, придерживая рукой холстинную юбку, прошлепала по луже розовыми ногами; улыбаясь серыми, в густой опуши ресниц, глазами, подала бадью.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Разъезд пӗр пӗчӗк юханшыв урлӑ каҫрӗ.

Разъезд вброд переехал речушку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, пырне аллаппипе сӑтӑрса, вите пӳлӗмӗн карти урлӑ сиксе каҫрӗ; вӑл пӗтӗмпе тӑвӑнса ларчӗ.

Григорий прыгнул с перегородки, растирая ладонью горло; он задыхался.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, тарӑхупа кӳренӳллӗ юлашки вӑй-халне пӗр ҫӗре пухса, алӑк патне чупса ҫитрӗ, васкаса алӑк урати урлӑ каҫрӗ.

В одно злое усилие собрала Наталья оставшийся комочек сил, добежала до дверей, торопясь шагнула через порог.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пӗр юппи урлӑ каҫрӗ те, инҫетре кашкӑр хыҫҫӑн пӑсӑрлантарса пыракан йытӑсен ушкӑнне курса, сӗвек сӑрт аяккипе вӗҫтерчӗ.

Григорий пересек поперечную отножину и помчался по пологому склону, завидев вдали черную цепку собак, гнавших волка по степи.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр пӗчӗк айлӑм урлӑ сиксе каҫрӗ те вӑл чарӑнчӗ, унтан, вӑртах аяккӑн ҫаврӑнса тӑрса, йытӑсене курчӗ.

Перепрыгнув ложок, он стал и, живо повернувшись боком, увидел собак.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех