Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫпа сăмах пирĕн базăра пур.
каҫпа (тĕпĕ: каҫпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пединститутра лекцисем шӑпах каҫпа пулса иртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен студентсен ҫурри яхӑн пайӗ кӑнтӑрла учрежденисенче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Каҫпа, ӗҫрен таврӑнсан, нӳхрепе кӗрет те — чӳлмекри сӗт тӑрӑ пӗлӗт тӗслӗ, хӑйма йӗрри те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Каҫпа ӑна чӗртсе яраҫҫӗ те, ун йӗри-тавра ӑшӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Каҫпа та ӑшӑ пулнипе пыл пухакансем ҫӗр выртма ҫеҫкесем ҫине вӗҫсе каятчӗҫ, ирхине вара пушӑлла килместчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Каҫпа, ӗҫ пӗтерсе килсен, ҫӗрӗпех пӑчкӑсем хӑйраса, савӑлсем туса лараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тимофей Михайлович юрлӑ-пӑрлӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫусан та, е шартлама сивӗ, ирхине е кӑнтӑрла, каҫпа е ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче ҫурӑм хыҫне пӑшалне ҫакса, хӑйӗн ула йыттипе палӑртнӑ вырӑна е ман пата чупса ҫитетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ял ҫамрӑкӗсем те каҫпа лавкка патне пухӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей кӑнтӑрла кӑна мар, каҫпа та урама тухма вӑтанчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ӗнер, каҫпа, Иванпа Сергей ҫак ӑйӑрпа ялтан тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫпа, хӗвел анаспа, Чӑваш Яшмин Ҫӗнӗ кас урамне хӗвелтухӑҫ енчен улма чӑпар ӑйӑр ташласа килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Каҫпа та пӑчӑ пулнӑ пирки йӗпе простыньпе витӗнсе ҫывӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Каҫпа, Мамич-Бердей телейне, Усеин-Сеит килте пулмарӗ, вӑл васкавлӑ ӗҫпе Хусан ҫывӑхне кайнӑ терӗҫ, вӗсем вара ханпа иккӗшӗ ҫеҫ калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайса килес пулать ун патне каҫпа ӗҫсенчен пушансан.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫпа кӗт.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑлламасть пулсан каҫпа, хӗвел ансан, кукашшӗпе кукамӑшӗнчен вӑрттӑн ма картишне сике-сике тухать вӑл?

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла утӑ турттарса, тӗреклетнӗ вырӑн валли пӗрене йӑтса ывӑнаҫҫӗ те каҫпа вилнӗ ҫын пек ҫывӑрнӑ хушӑрах шарт сиксе вӑранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл тыткӑнра мар, ун аллисенче сӑнчӑр ҫук, ӑна никам та гяур тесе питрен сурмасть, каҫпа ӑна тӗттӗм шӑтӑка хӑваласа кӗртсе йытӑсемпе сыхламаҫҫӗ, — ҫакна туйса тӑни уншӑн темрен те хаклӑ пулчӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла вӑл Нухратӑн виҫҫе кайнӑ ывӑлӗпе выляса йӑпанчӗ, каҫпа аяк пӗрчисем ыратакан пуличчен вырӑн ҫинче йӑваланчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫпа тухатӑн та, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать — унта ял ҫунать, кунта ял ҫунать, унта хурах кӑшкӑраҫҫӗ, кунта хурах кӑшкӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каҫпа эп ӑна Куснарпуҫне каякан ҫул ҫинчи кукӑра кӑкарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех