Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫпа сăмах пирĕн базăра пур.
каҫпа (тĕпĕ: каҫпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитессе вара каҫпа ҫеҫ ҫитӗн…

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каҫпа, пилӗк сехетре, утӑ памалла, каярахпа ҫӗрулми е сахӑр кашманӗ…

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паян та, каҫпа фермӑна ҫитсенех, мӗн пурра-ҫукка йӑлтах пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Картишӗнчех каҫпа (ҫанталӑк уярччӗ) хыҫлӑ дивансем хушшине сӗтел лартрӗ те, канакан поэтсене пухса, секци ларӑвне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Каҫпа ҫамрӑк арҫын ӳтне ултӑ метр тарӑнӑшра тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтаруҫӑсем шыв ҫинчи хӑрушлӑха сирсе янӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... tn-3387936

— Пӗлетӗн-и, — терӗ Эльвира, Славик ҫине пӑхса, — мӗншӗн ҫын пӑрӑннӑ пек туйӑннӑ каҫпа мана сан ҫумран?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Отпуска киле каҫпа ҫитнӗскер, ирхи шуҫӑмлах трактор ҫине ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Каҫпа вӗлернӗ те никам куриччен ӳтне ҫырмана кайса янӑ!

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫалапа вара ҫапла шухӑш турӗ: «Каҫпа яла каятӑп, киле кӗретӗп те лайӑх ухӑ, туп-тулли укҫа, хӗҫ, апат-ҫимӗҫ илсе тухӑп. Вара ут утланса каялла сӑптӑрӑп. И-и, пурӑнӑп вара!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйрӑмах каҫпа, тискер кайӑксем сунара тухсассӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫпа, акӑ, чун каничченех хулара кӑшт шавлакаласа илӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫпа, кашни килте ҫӗнӗ вут чӗртнӗ хыҫҫӑн, Тимофей-хусах Укаслу патне пычӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫпа, Аванкай мучи сайхахӗ ҫине хӑпарса ҫывӑрма выртсан, Аҫтӑрхан Ишмука пилӗкӗнчен кӑлт! тӗкрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗн ашшӗ Укаслӑва Шыврине парне пама шухӑшланине Шӑхаль кӗҫӗр каҫпа кӑна пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр-пӗр каҫпа, улаха-мӗне кайсан е вӑйӑран таврӑннӑ чухне тытатпӑр та, ут ҫине вырттарса, вӑштик! шӑвӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Сӑрт хӗрринче утӑ тавӑртӑм Крепле ҫине тайӑлса, Каҫпа киле эпӗ таврӑнтӑм Юлташпала ыталанса».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ хӗвел ҫутипе киленсе пурӑнатӑп та сана каҫпа утма ҫутӑ пултӑр тесе тӑрӑшатӑп.

Я живу, радуясь солнечному свету, а вечером стараюсь, чтобы тебе было светло.

Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485

Ирпе, каҫпа кустӑрма айӗнчен тусан хӑпармасть.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халӑх хывнӑ пулӑшӑва пула ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен вырӑна тепловизорсем, бинокльсем, монокольсем, каҫпа курма май паракан хатӗрсем ӑсатма пултартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Каҫпа уроксем пӗтес умӗн шкула кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех