Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫас (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырма урлӑ каҫас умӗн, кӗпер тӗлне ҫитсен, лашасене чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑр еннелле каҫас тесен, пысӑк мар сӑрт урлӑ иртмелле.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тусем ҫинчен юхса анакан шыв урлӑ ҫурран каҫас текене инкек кӗтсех тӑрать.

Беда тому, кто отважится переходить горную реку вброд.

Ту шывӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Хура сурӑхӗ пурпӗрех тек хӗл каҫас ҫук, теттӗн…

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗнле калаҫҫӗ-ха ӑна, чӑх-чӗп вӗҫсе каҫас ҫук.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пилешкассинче ҫӗр каҫас — паян-ыран ӗне пӑруламалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хырла урлӑ каҫас тенӗ чухне вара пире тискер патша ҫарӗсем хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир, килти ҫынсем, пурте ӑҫта та пулин каяс е кӳрӗш-арӑша каҫас пулсан, Катя пире килхушши алӑкӗ умӗнче куҫ хупмасӑр тенӗ пек кӗтсе ларатчӗ, эпир таврӑнсан, хӑй савӑннине палӑртса, ҫемҫен мяуклатчӗ, хирӗҫ чупса пырса, ура ҫумне пуҫӗпе те, хӳрипе те шӑлӑнкаласа, мӑррк! мӑррк! мӑррк! мӑрклататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫул ҫинчех ҫӗр каҫас килмест.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ял хушшипе иртекен шоссе ҫулӗ урлӑ каҫас тесе ура пусатӑп ҫеҫ, манран инҫех те мар ларакан ҫӑмӑл машина ҫумне сирӗплетнӗ репродуктортан тухакан сасса илтетӗп:

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Атӑл шывӗ урлӑ сиксе каҫас ҫук.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян ҫитес те вӑрманти пӗренесене тиесе тухса Тӑрӑнта ҫӗр каҫас, ыран каҫ пулнӑ ҫӗре вара каялла ҫаврӑнса ҫитес терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тен, Атӑл леш енне те каҫас тейӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗҫӗр арпалӑхра та пулин ҫӗр каҫас шанчӑк пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Янтул ун урлӑ каҫас тесе вӗрлӗк ҫине выртрӗ те ҫӗрелле лашт усӑнчӗ.

С трудом перевалился через прясла и без сил упал на снег.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫасса кӗперпех каҫас пулать…

Придется идти через мост…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Е кунта ҫӗнӗ кӗпер урлӑ хыҫлӑ трантаспа каҫас тетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ока урлӑ каҫас тени вӑл халь пӗтӗм ҫара пӗтерсе тӑкас тенине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытла халех каҫас тесен ху сӗнсе пӑх эппин парне.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Елюк, чӑнах та, кухньӑра харкашу тапрансан, шухӑша кайнӑ пулнӑ: «Ах, тур. Ӑҫта килсе кӗтӗм эп?.. Палламан ҫынсем патӗнче епле ҫӗр каҫас?» — пӑшӑрханнӑ хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех