Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫармасть (тĕпĕ: каҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лару-тӑру улшӑнасса ан ӗмӗтленӗр, Караҫӑм пичче: сире Марина каҫармасть, — пӗр шелсӗр ҫаптарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сутӑнчӑк чунлӑ, кӗвӗҫ, усал шухӑш тытнӑ ҫынна нихӑҫан та каҫармасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пурне те астуса тӑрать, пире нимшӗн те каҫармасть.

Он все мотает себе на ус и ничего нам не простит.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тата икӗ кунтан эпӗ Шупашкара таврӑнтӑм, ҫав икӗ кун хушшинче хамшӑн акӑ мӗн паллӑ пулнине асӑрхарӑм: Хурамал хӑйӗн агитаторне юратать иккен, ӑна тӗкӗнекене, чӑнах та, каҫармасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Каҫармасть ӑна уншӑн Эрнепи, виличчен те каҫармасть.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Каҫармасть?! — тӗлӗнсе яшт сиксе тӑчӗ Мултиер.

— Не простит?! — Мульдиер так и подскочил с места.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Халь тивмесен те вӑл сана куншӑн ӗмӗрне те каҫармасть, пӗлеп эп вӗсен йӑхне».

— Коль сейчас он тебя не тронул, все равно рано или поздно сквитается, не простит, знаю я их племя.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Семен Бельские, аслӑ княҫа улталаса малтан Литвана, унтан Константинополе тарнӑскерне, укҫа парса султанран илсе килнӗшӗн каҫармасть ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киле пырса турра тархасланнӑ пек тархаслатӑр, пур пӗр каҫармасть вӑл мӑрсана!

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Енчен ҫынна инкек хӑваласа килнӗ пулсассӑн, паллах, вӑл пушӑ алпа пыма пултараймасть, мӗншӗн тесен кирек мӗнле киремете те парнепе чӳк тумалла, мӗншӗн тесен, Сахвине сӑмахӗсемпе каласан, пӳлӗхҫӗ хытӑ ҫынсене юратмасть, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫармасть, турӑ вӑл ҫынсене вӗсен кӑмӑлне кура, тараватлӑхне кура ырлӑх ярса парать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уншӑн турӑ каҫармасть сана.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗчӗк йӑнӑшшӑн та каҫармасть.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Паллах, вӑл хӑйне ҫакӑн пек пысӑк преступнике карап ҫине илнӗшӗн нихҫан та каҫармасть, анчах халӗ ӗҫӗ пулнӑ хыҫҫӑн мана чи ҫывӑх порта тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитерме сӑмах пачӗ.

Конечно, он никогда не простит себе, что принял на корабль такого преступника, но дело сделано, и он дает слово доставить меня целым и невредимым в ближайший порт.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кам кама усал ӗҫ тунине, нихҫан та усал тӑваканне каҫармасть.

Кто сделал другому зло, никогда не простит тому, кому сделал.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ленька ӑна, ытти фашистсене каҫарман пекех каҫармасть, мӗншӗн тесен вӗсем Ильмень патне тата Лукинона никам чӗнмесӗр сӗмсӗрленсе килнӗ, вӗсем пирки, фашистсем пирки, пӗтем пурнӑҫ арканса кайрӗ.

Как и любому фашисту, не мог ему Ленька простить, что незванно пришел он к Ильменю, в Лукино, что из-за них, фашистов, так внезапно поломалась вся жизнь!

XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ятланӑ хыҫҫӑн, — карцера лартать: унсӑрӑн каҫармасть.

— После ругани, — посадит в карцер: иначе не простит.

VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

«Атте» чӑн-чӑн командир пулчӗ, — вӑл пурне те лайӑх вӗрентет, пуринчен те хытӑ ыйтать, дисциплинӑна пӑсакансене яхӑнне те каҫармасть, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсене кашнинех ӗҫпе те, сӑмахпа та пулӑшма хатӗр.

«Батя» был настоящий командир — учитель, наставник, воспитатель, требовательный, беспощадный к нарушителям дисциплины, готовый помочь делом и словом каждому, кто работает добросовестно.

4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ленин кая юлса ҫӳрекенсене нихҫан та каҫармасть.

Ленин за опоздания не миловал.

Халӑх япали // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Паян татса памасан ку ӗҫе, пире истори нихҫан та каҫармасть.

История не простит нам, если мы не решимся сегодня.

Смольнӑя // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Нимӗн те каҫармасть, нимӗн те манмасть.

Ничего не простит, ничего не забудет.

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех