Шырав
Шырав ĕçĕ:
каҫармасть (тĕпĕ: каҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Ҫӳлхуҫа вӑл — хытӑ юратакан, хирӗҫ тавӑракан Турӑ; тавӑракан Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли те хӑрушӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн тӑшманӗсене тавӑрать, Хӑйне хирӗҫ тӑракансене каҫармасть.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кам суяпа пухнӑ пурлӑхран парне кӳрет, ҫавӑн парни — мӑшкӑллӑ парне, йӗркесӗр ҫын кӳнӗ парне юравсӑр; 19. йӗркесӗр ҫынсен парнине Ҫӳлхуҫа хапӑлламасть, нумай парне кӳрсессӗн те, вӗсен ҫылӑхне каҫармасть.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӗ ӗнтӗ сирӗн хушшӑрта чӗрипе хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан уйӑрӑлса ҫав халӑхсен туррисене пуҫҫапма ҫӳрекен арҫын е хӗрарӑм, ӑру е йӑх ан пултӑр; сирӗн хушшӑрта наркӑмӑшпа эрӗм ҫитӗнтерекен тымар та, 19. ҫакӑ ылханӑн сӑмахӗсене илтсессӗн, хӑй ӑшӗнче мухтанса: «эпӗ хамӑн чӗрем еккипе ҫӳресе те телейлӗ пулӑп-ха» тесе калакан ҫын та ан пултӑр; апла тутти выҫҫипе пӗрле пӗтӗ; 20. Ҫӳлхуҫа ун пек ҫынна каҫармасть, ун пек ҫын ҫине Ҫӳлхуҫа ҫиллипе Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ самантрах хыпса илсе ӳкӗ, ӑна вара ҫак [саккун] кӗнекинче ҫырса хунӑ [ҫак халалӑн] пӗтӗм ылханӗ ҫитӗ, Ҫӳлхуҫа унӑн ятне те ҫӗр ҫийӗнчен пӗтерӗ; 21. Ҫӳлхуҫа вара ӑна, ҫак саккун кӗнекине ҫырса хунӑ халалӑн пӗтӗм ылханӗпе шайлашуллӑн, пур Израиль йӑхӗсен хушшинчен пӗтерме уйӑрса илӗ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.