Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫарасшӑн (тĕпĕ: каҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тихӑн хӑй сӑмахне пӗтерчӗ пулсан та, хӑйӗн хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен йӗркеллӗ каласа парса савӑнтарчӗ пулсан та, ҫилӗ сирӗлсе ҫитмерӗ-ха ял халӑхӗн, каҫарасшӑн мар-ха вӑл Тихӑна.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ку вара хӑйне сиен тунине шыраса илнипех каҫарасшӑн!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӑҫал ҫуркунне эпир тапӑнса кӗнине каҫарасшӑн мар Мускав.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай чӑтаймаре вара, пӗркун вӗсене кӗперпе каҫарасшӑн пулман сотнике палласа илсе ӑна хӑй сӑмах хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

А эпӗ ӑна ҫакна калатӑп: «Эсӗ, Сухарев, сухаллӑ ҫын… Ҫапах та суккӑр. Ку Федька йӑлисем мар, кунта йӗкӗт мӗнле те пулин хӑйӗн айӑпне каҫарасшӑн тӑрӑшать, анчах айӑпне мӗнле каҫарассине пӗлмест», тетӗп.

А я ему говорю: «Ты, Сухарев, бородатый… а слепой. Это не Федькины замашки, а это просто парень хочет оправдаться, а как — не знает».

XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӗтет, мӗншӗн тесен вӑл ҫак суккӑр усалсене хӑй урлӑ каҫарасшӑн мар, совет ҫӗрӗ ҫине кӗртесшӗн мар.

Ждет, потому что не хочет, чтобы эти слепые уроды прошли через него и снова с грохотом поползли на советскую землю.

VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Секретарь ҫырса хучӗ: «Радуб сержант — ӑна каҫарасшӑн».

Писец написал: «Сержант Радуб — оправдать».

III. Сасӑлани // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Петро Пантелеев, ӑҫта ҫӗр каҫарасшӑн?

— Петро Пантелеев, ночевку где делаешь?

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Анисья аллинчен патнуса туртса илчӗ те стакансене ӳкерсе пӗтерчӗ, ҫакӑнтанпа вара вӑл Анисьйӑна курайми пулчӗ, каҫарасшӑн пулмарӗ.

Он вырвал у ней поднос, разронял стаканы и уже с тех пор не мог простить ей этого.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

27. Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене парса каланӑ: пурсӑр та ӗҫӗр ҫакӑнтан: 28. ку — Манӑн Юнӑм, Ҫӗнӗ Халал Юнӗ, нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм.

27. И, взяв чашу и благодарив, подал им и сказал: пейте из нее все, 28. ибо сие есть Кровь Моя Нового Завета, за многих изливаемая во оставление грехов.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе пулнӑ: Вӑл Манассия тунӑ ҫылӑхсемшӗн Иудӑна Хӑй умӗнчен сирес тенӗ; 4. Манассия айӑпсӑр юн юхтарнӑшӑн, Иерусалима айӑпсӑр юнпа тултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа Иудӑна каҫарасшӑн пулман.

3. По повелению Господа было это с Иудою, чтобы отвергнуть его от лица Его за грехи Манассии, за все, что он сделал; 4. и за кровь невинную, которую он пролил, наполнив Иерусалим кровью невинною, Господь не захотел простить.

4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех