Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каясси (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальлӗхе делегаци хӑҫан каясси паллӑ мар.

Пока дата, когда поедет делегация, не определена.

Чӑваш Ен делегацийӗ Турцие кайӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35375.html

Литературӑна вӗрентекенӗн тӗп тӗллевӗ вара - илемлӗ хайлавсен тӗпсӗрлӗхне ҫавӑрттарса кӗрсе каясси, унти сӑнарсен пурнӑҫӗпе пурӑнма вӗрентесси, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне палӑртса тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене татса пама явӑҫтарасси, шухӑшлава аталантарасси.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Кӗҫӗр мар, тепӗр чух юрлӑн, сана итлесе ларас мар тесе, кӗрсе каясси те пур.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӗрсе-ятлаҫса каясси те пулать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӑрӑлса тӑма нӳрӗкӗ те нумай кирлӗ мар пирӗн ҫӗр валли, типсе каясси те часах ун: ҫӗмӗрт пек хура, кӗрпеклӗ ҫӗр юхса кайма памасть ҫумӑр шывне, ҫӑтать те ҫӑтать; ҫумӑр чарӑнчӗ, хӗвел пӗрре кулса пӑхрӗ — ҫӗр пичӗ кушӑхма та тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӗлле ҫав «транспорт хатӗрӗпе» 100 метр каясси те чӗр нуша.

Куҫарса пулӑш

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Вӑл вара юлашкинчен Шаковӑна, ыттисем сисмелле мар, хӑй килне каясси ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ӑҫта вӗренме каясси те, кам пулма шутлани те уншӑн пӗтӗмпех паллӑ, анчах ӑна вӑл пытарать, вӑрттӑнлӑхра усрать…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Вӑл утара килнӗренпе виҫӗ сехет те иртрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа инженер каясси ҫинчен те шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вырӑс халӑхӗ экономикӑпа та, культурӑпа та хӑватлӑ пулсан, Российӑри инородецсем ун влиянийӗпе улшӑнса каясси — паллах вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Чӗлхесем ҫывӑхланасси вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе каясси патне илсе пымасть пулсан, пулас коммунизм обществинчи пӗр чӗлхе патне мӗнле пымалла-ха?

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӗрӗ Ентимӗр йӑхне, Еркинее, качча каясси унӑн кӑмӑлне каймасть.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Паҫӑрах каларӑм: «Арӑма сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех кӳрентертӗм», — терӗм, ҫавӑнпа та эп ӑҫта каясси сана та, ыттисене те паллӑ пулма кирлӗ, — вӗчӗрхенерех хуравларӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта каясси Мамарланов пиркиех ҫак таранччен тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑвалакансем кайнӑ хыҫҫӑн Савантер савӑннипе ухмахланса каясси патнех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӑҫталла каясси — государь ирӗкӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ырӑ ҫын вырӑнтан, калӑпӑр, хускалман-ха, вӑл ӑҫта каясси ҫинчен пӗтӗм тӗнче пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Маншӑн пулсан — кирек кама ертсе каясси те пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Хӗр чӑнах та чипер — йӑлтӑркка ахах, Хӗрӗн савӑнӑҫӗ ӳснӗ чухне анчах; Ӳссе пӗве ҫитсен унӑн качча каясси.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑна ҫав тери пуян та пархатарлӑ ҫутӑ тӗнчерен, ытарма ҫук хӳхӗм пурнӑҫран уйрӑлса каясси шиклентерчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех