Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каярахпа сăмах пирĕн базăра пур.
каярахпа (тĕпĕ: каярахпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӑна хуйха-суйхӑ кӑшлать ӗнтӗ», — шухӑшлаттӑм эпӗ, анчах каярахпа урӑххи палӑрчӗ: укҫине хӗрхеннипе Упандиров хыт кукарланать иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Каярахпа Упандирова рабочисемпе пӗр чӗлхе тупса вӗсен ӗҫне кирлӗ пек йӗркелеме пултарайманшӑн мастертан кӑларчӗҫ, хӑйӗн кӑмӑлне тивӗҫтерсе хуралҫа лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӑй кӑмӑлланӑ, хӑй ура ҫине тӑма пулӑшнӑ хӗр унпа сывпуллашмасӑрах инҫе ҫула тухса кайни малтан ӑна кӑшт кӳрентернӗччӗ, каярахпа вара, ун-кун шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл Укаслӑва ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа вара ҫапах кӑшт лӑпланчӗ те малашне мӗн тумалли пирки шухӑшлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа Пӑкачав тиекӗсем шутласа кӑларнӑччӗ: ҫак кунхине Улатӑр хулинче патька-патша хура халӑха ҫирӗм ҫичӗ пин тенкӗ укҫа, вӑтӑр пӗр пин пӑт тӑвар валеҫсе панӑ тата ним айӑпсӑр асапланса ларакан хӗрӗх тӑхӑр ҫынна тӗрмерен кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа ҫак вырӑнта Улатӑр хули ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа ҫав вырӑнта Улатӑр е, тутарсем калашле, Улатырь хулине лартнӑ, имӗш.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа Улатырӑ сӑмахран Улатӑр пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа вара им сӑмахран имҫам тени тухса кайнӑ, тет, ку вӑл халӗ эмел тенине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа тата тепӗр чӑваш ачи арӑслан чӗреллӗ Савкилта хӑйӗн янташӗсене Воскресенски савӑтӗнчен ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каярахпа манӑҫнӑ пек те пулнӑччӗ, анчах, акӑ, ҫав Укапи карчӑк килсе кайнӑранпа каллех аса илекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳлти турӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫ тупма, каярахпа ҫӗр-анне кӑкӑрӗ ҫине вӑрлӑх акса тырпул туса илме вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑн та, эпӗ ҫав самантра хам мӗн тӳссе ирттернине, кӗрешсе вилӗме ҫӗнтернине каярахпа тин ӑнланса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Каярахпа ҫак арҫын пульницӑра вилнине хыпарланӑ.

Позднее стало известно, что мужчина скончался в больнице.

49 ҫулти водитель машинӑпа плотинӑна чӑмса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34578.html

Каярахпа, 1978-1981 ҫулсенче, колхоз председателӗ Виталий Миттов ҫак ҫула асфальт сартарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Каярахпа пӑхрӗ те, — ҫаврашкисем те, тунисем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

Каярахпа кӗнисем, ҫапса савӑлланӑ пек, аллисене хускатаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

…Анчах каярахпа пӑтӑрмахсем пуҫланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Каярахпа тин пӗлтӗмӗр: Салма Иванӗ автомобиль курнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗнине Ҫтаппан мучи, сӗт-турӑхран услам укҫипе пускилсенчен туяннипех ҫырлахӑнма тӗв тытса, Анук вербовкӑпа тухса кайсанах сутса янӑччӗ, каярахпа вара сысна та, сурӑх та ватлӑх ҫӗнейми хӗнлӗхе ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех