Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каяллах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӗр пак ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, ҫавӑнтах сӗтел ҫинчи шултӑра лимонсене, улмасене сеткӑна тултарма тӑчӗ, анчах тем шутларӗ те вӗсене каяллах вазӑна хучӗ, вара кӗтесре ларакан ещӗкрен вӗтӗреххисене суйласа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ара, сана ун пирки Аля пӗр эрне каяллах систернӗччӗ вӗт — итлемерӗн, халь тин, калчу ҫӗре пуҫласан, вӑрантӑн эппин?

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Утать каяллах хуралҫӑ…

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Чӑваш хресченӗсем унта ӗҫе кайма ҫӗр ҫул каяллах тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

— Тете, санӑн ҫӗр айне пытарнӑ япалусене эрне каяллах Совета турттарса пынӑ. йӑлтах мар-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хупахне ҫулталӑк каяллах хуптарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уҫӑп эрне каяллах килтен тухса кайнӑ та, халӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫичҫӗр вӑтӑрмӗш ҫулта, урӑхла каласан, пиртен пин те ик ҫӗр манерлӗ каяллах, Византин Лев Исавра ятлӑ императорӗ указ кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ, ав, Илья Николаевич, Тури Ямашра ҫитмӗл ҫул каяллах шкул уҫса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эп вӑтӑр ҫул каяллах ун ашшӗ патӗнче Кӑкшамарта тарҫӑра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе, манӑн кунта вунӑ ҫул каяллах килсе кӗмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пытармасӑр каласан манӑн темиҫе уйӑх каяллах вӑрттӑн шухӑш ҫуралнӑ та ҫав, юрӗ ӗнтӗ, пӑчлантӑр вӑл шухӑш, никам та ан пӗлтӗр ун ҫинчен…

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир ывӑлпа пӗр вӑтӑр ҫул каяллах хӗрес тӗнне йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлизер мӑрсана, ку таврари ҫӗрсемпе вӑрмансен хуҫине, вырӑссем пӗр ҫулталӑк каяллах темле сутӑнчӑк ӗҫшӗн (Нургали каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисене йышӑннӑшӑн) Сӗве хулинче ҫакса вӗлернӗ иккен, ывӑлӗсем Иван патша кунталла ҫарпа килме тухни ҫинчен илтсенех ҫемйисемпе Хусана тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ашшӗ Ту енчи ҫынсене Сӑр хӗрринчи ҫӗнӗ хулӑра вӑтӑр ҫул каяллах шӑрт хучӗ панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ ӑна илсе курман-ха, манан асатте утмӑл пилӗк ҫул каяллах илнӗ Хусана, ҫавӑн чухнех унта хӑйӗн ҫыннине патшана лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Виҫӗ кун каяллах систерсе хунӑччӗ, Новоград Свияжскине хӗҫ-пӑшалпа тумтир илме каятӑп тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ ҫул каяллах, акӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти 59-ти хӗрарӑм социаллӑ сетьсенче ют ҫӗршыв арҫыннипе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Маларах каймалла пулнӑ санӑн, асат хуҫман старикӗн, Меккӑна, темиҫе ҫул каяллах тасалмалла пулнӑ Хусантан.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарайне, ав, пӗр виҫӗ ҫул каяллах витме тытӑннӑччӗ, анчах темшӗн паянхи куна та пӗтереймен.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех