Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кашнин (тĕпĕ: кашни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашнин валли ӗҫ тупӑнчӗ, А.Павлова — фотозона йӗркелекенӗ, А.Грачева — фотограф, грамотӑсемпе наградӑсене илемлетекенӗ, К.Леонтьев — аслисен футбол вӑййин судйи, Д.Леонтьев — ача-пӑча футболӗн судйи, А.Терентьев — волейбол судйи, спонсор, А. Рожков, К.Алексеева — волейбол судйисем, И.Грачев — шашка-шахмат вӑййисен судйи.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Шкултан таврӑнсан килти хуҫалӑхра кашнин валли ӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Вӗсенчен пӗри те вырӑнтан хускалмасть, пурте пуҫӗсене пӗкнӗ, аллисене хире-хирӗҫ тытнӑ, кашнин чӗрҫиттийӗ ҫинче шурӑ пӳс те тӗрлӗ тӗслӗ ҫип.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсенни пекех, кайӑксен те кашнин хӑйӗн юрри-кӗвви, хӑйӗн савӑнӑҫӗпе хурлӑхӗ, хӑйӗн тусӗсемпе тӑшманӗсем пур иккен.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн тути кашнин кӑмӑлне тивӗҫтерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Сивӗре выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленишӗн ӳпкелешсе калаҫнине никамран та илтмен эпӗ, мӗншӗн тесен кашнин ҫывӑх ҫынни фронтра, вӗсене унта тата та йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Пирӗн «чӗмсӗр» рубежсем ҫинчен кашнин пӗлмелле, хамӑр мӗн пӗлнине ҫитӗнекен ӑрӑва каласа парса хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Ҫавӑнпа вӑхӑта ан васкатӑр, кашнин хӑйӗн тапхӑрӗ.

Поэтому, не торопите события, всему свое время.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак кунсенче Йӗкӗрешсене чылай интереслӗ япала кӗтет, анчах пулӑмсене ан васкатӑр – кашнин хӑйӗн вахӑчӗ.

В эти майские дни Близнецов ждет много интересного, но не торопите события – всему, как говорится, свое время.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Малтан ҫакна уҫмалла пулӗ, — текелесе, Михаил Николаевич шампански кӗленчине шаплаттарса уҫрӗ, кашнин стаканне кӑпӑкланакан шерпет тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Софья Георгиевна кашнин турилккине хуран куклисем хура-хура пачӗ, яшкине ячӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кашнин умне «Гаудеамус» («Студентсен авалхи юрри») сӑмахӗсене латинла ҫаптарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— И запьем кружкой пива! — кашнин стаканне сӑра тултарчӗ Шевле.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӳлӗме официант хуран кукли илсе килчӗ, кашнин умне пӗрер турилкке лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав операцие тума кашнин вӗренме тӑрӑшмалла терӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кукӑль тавраш вырӑнне шур кулач пур, китай чейӗ кашнин умӗнчех вара.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кашнин хӑйӗн ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашнин хӑйӗн ҫемми-кӗвви.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Канӑҫ паман ҫакнашкал ыйтусем пурнӑҫ тӑршшӗнче хӑҫан та пулин пырса тӑрӑнаҫҫех кашнин чӗрине.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Кашнин ҫинчех чечек папки пур, весем чечек кӑларса ҫимӗҫ пама хатӗрленнӗ, халь вара хӑрса лараҫҫӗ, мӗншӗн тесен йывӑҫ сӗткенӗ хуппи айӗпе ҫӳрет, юн тымарӗ тӑрӑх юн ҫӳренӗ пек.

На всех были цветовые почки. Все бы они цвели и дали бы плод, а теперь я знал, что они пропадут, потому что сок в деревьях ходит по коре, как в человеке кровь ходит по жилам.

Шӑшин усси пур-и? // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 11–12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех