Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каснипе (тĕпĕ: кас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗр ултавсӑр ҫапӑҫура, тӑшман ҫине ыткӑнса ӳксе, хӗҫпе пӗрре туртса каснипе ҫынна икӗ пая ҫурмалла пултӑр, — вӑт ку ҫапӑҫу.

— В честном бою врубиться в противника и шашкой разделить человека надвое — вот это я понимаю.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑрушла вӑйпа туртса каснипе (касасса ҫурӑм хыҫӗнчен каснӑ пулас) австриеца хулпуҫҫинчен пуҫласа пилӗк таран лаштах ҫурса антарнӑ.

Ужасающий удар, нанесенный, по всей вероятности, сзади, расклинил пленного надвое, от плеча наискось до пояса.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сулӑмлӑн туртса каснипе вӑл австриец пуҫне ик ҫӗрелле ҫурса пӑрахрӗ.

Удар с длинным потягом развалил череп надвое.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, урисемпе йӗнер йӑрани ҫине чӗввӗн тарса, кашкӑр хыҫӗнчен сӑнама тытӑннӑ, ҫил каснипе шывланса кайнӑ куҫӗнчи куҫҫульне ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ.

Привставая на стременах, Григорий следил за ним, вытирал рукавом слезы, застилавшие нахлестанные ветром глаза.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

26. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ӳтне касман ҫын саккун хушнине туса тӑрать пулсан, унӑн ӳтне касманни ӳт каснипе танах мар-и?

26. Итак, если необрезанный соблюдает постановления закона, то его необрезание не вменится ли ему в обрезание?

Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турӑ арчине туртса илни ҫинчен тата хӑйӗн хуняшшӗпе упӑшки вилсе кайни ҫинчен илтсессӗн, вӑл чӗркуҫҫи ҫине авӑнса аннӑ та, пилӗк каснипе аптӑраса ӳксе, ҫавӑнтах ҫуратса панӑ.

И когда услышала она известие о взятии ковчега Божия и о смерти свекра своего и мужа своего, то упала на колени и родила, ибо приступили к ней боли ее.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн чухне Сепфора: ӳт каснипе — юнӑм каччи, тенӗ.

Тогда сказала она: жених крови - по обрезанию.

Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех