Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

карчӑксем (тĕпĕ: карчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑнанӑ пулӗ ӗнтӗ эсӗ, вулаканӑм, ватӑ ҫынсем, ытларах чухне карчӑксем, ним чӗнмесӗр, никама чӑрмантармасӑр ларнине…

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ҫакна курсан, карчӑксем шалт тӗлӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Ҫамрӑк хӗрсем пулин те, ват карчӑксем пек пуплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗн, карчӑксем пек яланах мӑкӑртатса ҫӳретӗр? — пырса ҫитрӗ ферма заведующийӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хаҫатра Варвара Федоровна хӑйӗн упӑшкинчен уйрӑлма «ӗҫ пуҫарни ҫинчен» пӗлтерӳ тухсан (ун чух йӗрки ҫаплаччӗ), вӗсене пӗлекенсем пурте пӗҫҫисене шарт! ҫапса ах! тенӗ, турра ӗненекен карчӑксем темиҫешер хут сӑхсӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хӑҫанччӗ-ха, «Сан аллу ҫӑмӑл, эс пуҫӑнсан — ӗҫ уҫӑ пырать» тесе, Укахвие карчӑксем, ӗҫ ҫине тухсан, ҫурла хывтаратчӗҫ?..

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Карчӑксем вӑл кӗпер ҫине ҫуран пырса кӗме те хӑраҫҫӗ, ман пичче — тракторпа!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тарӑхсан-ҫилленсен карчӑксем те ҫивӗч иккен: Мавра кинеми пӳртне ҫенӗк алӑкӗсене чӑрнт! та чарӑнт! уҫа-уҫа хупать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Пурӑнать, паллах, хальхи карчӑксем сакӑрвунна ҫитсен те кӑххӑм ӳсӗрмеҫҫӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Мирун мучи.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Карчӑксем иккӗшӗн те хӑлхисем мӑкланнӑ пирки пахчана ян! та ян! янратса пухури пекех шавлӑн калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ватӑ карчӑксем хушшинчен усал калани те илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ку ҫул вилӗм нумай пулать! — ирсерен хӗвел ҫутӑ шупка тӗспе пӗвенсе пӗлӗтелле хӑпарнине курса, калаҫрӗҫ карчӑксем те.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыҫалта алӑк хупӑнчӗ кӑна, касамат пек ҫуртран кӑкӑрӗсем ҫине «хура ангел» тесе ҫырнӑ пӗр кӗтӳ шуйттан пак! сиксе тухрӗ те Пуриса ҫавӑрса илчӗ: ӑна ҫӗтӗлтерсе, йӗкӗлтесе, ихӗрсе-ихӗлтетсе, ҫавраҫил пек пӗтӗрӗнкелесе, сальта, хип-хоп, афро ташланӑ пек хуҫкаланса-сиккелесе, Вальпурги каҫӗнчи тухатмӑш карчӑксем пек асӑха-асӑха ун тавра ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Турра ӗненекен хурлӑх тутриллӗ ватӑ карчӑксем вара ҫак синкере тата унччен Мининсен ҫемйинче ӗретленнӗ ытти инкексене тӳрремӗнех вӗсен пахчинче хӑпартнӑ ҫӗнӗ кирпӗч мунчапа сӑлтавларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Мана, ват хусаха, карчӑксем те юрӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпир пит-куҫ ҫуса сухал хыриччен пирӗн карчӑксем пулӑ ӑшаласа та хурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Матви вӑй питти каччӑ пулса ҫитсен, хивре евчӗ карчӑксем ӑна «тына пӑру» тупса парас тесе анӑрата пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑлӑх хӗрарӑмсем, карчӑксем, упӑшкисене вӑрҫӑран кӗтсе илейменскерсем, ҫынна тара тытса ӗҫлеттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир, карчӑксем, ҫамрӑксене кансӗрлет-пӗр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫӗсене хура тутӑр пӗркеннӗ хыткан карчӑксем, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫи-пуҫлӑ типшӗм стариксем, суккӑр-чӑлахсем, ача-пӑча…

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех