Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кантӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кантӑр (тĕпĕ: кантӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Этем пир тума вӗлтӗрен, йӗтӗн, кантӑр йышши ӳсен-тӑранӑн арланас пахалӑхне пӗлсе ҫитсен вӗреннӗ тесе ҫирӗплетет тӗпчевҫӗ.

«Сначала человек научился ткать, а когда открыл прядильную способность таких растений, как крапива, лен, конопля, начал и прясть», — говорит ученый.

Малтан калани // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Укӑлча хапхи ҫывӑхӗнче кантӑр ани ӑшне кӗрсе, вӗсем пӗр ишӗлчӗк арпалӑх мӗлки ӳкнӗ ҫӗре йӗркеленсе выртрӗҫ.

Близ околицы, в тени полуразрушенной риги, цепочкой залегли в разросшемся коноплянике, высоком и пахучем.

Мосолик ҫаранӗсем // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Ударникпе патронсем ӑҫта? — Ҫинҫе Кантӑр Шӑмминчен ыйтрӗ Дасаоцза.

— Где ударник и патроны, — подступила к Тощей Конопле Дасаоцза.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тепӗр сехетрен Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми маузера улӑм капанӗ айне пытарни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Через час Тощая Конопля наконец призналась, что маузер спрятан под стогом соломы.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫинҫе Кантӑр Шӑмминчен Дасаоцзапа Лю Гуй-лань тӗпчеме пуҫларӗҫ.

Тогда за Тощую Коноплю принялись вошедшие следом Дасаоцза и Лю Гуй-лань.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑпарту Ҫинҫе Кантӑр Шӑмминчен маузера ӑҫта пытарни ҫинчен калама тархасларӗ.

Придя в усадьбу, Пышка стала уговаривать Тощую Коноплю указать, где спрятан маузер.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эсӗ акӑ мӗн кала, Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми маузер ҫинчен пӗлет-и?

— Ты лучше скажи, знает ли про маузер Тощая Конопля?

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑпарту ҫӗрӗ ҫинчен асне илчӗ, пӑлханса кайнипе Ҫинҫе Кантӑр Шӑммипе унӑн упӑшкине вӑрҫма пуҫларӗ.

Пышка вспомнила о кольце, расстроилась и принялась честить Тощую Коноплю и ее мужа.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми кан ҫинче чӗлӗм туртса выртать, унӑн тӑшманӗ юнашар пӳлӗмре сӑпка сиктерет.

Тощая Конопля лежала на кане, продолжая дымить своей трубкой, а ее противница качала в соседней комнате люльку.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав тери ҫиленнипе тӗксӗмленсе кайнӑ Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми урисене хӑй айне хуҫлатса кан ҫине хӑпарса ларнӑ та, чӗлӗм мӑкӑрлантарать.

Тощая Конопля, багровая от злости, сидела на кане, поджав под себя ноги, и нещадно дымила трубкой.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫинҫе Кантӑр Шӑммин пилӗкне салтса ярсан, темӗн тухса ӳкрӗ, лампа ҫутинче йӑлтӑртатса илчӗ те янӑраса урай тӑрӑх кусса кайрӗ.

Наконец, когда был развязан пояс, что-то выпало, блеснуло при тусклом свете масляной лампы и со звоном покатилось по полу.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми хӑйне салтӑнтарнӑ чух ҫухӑра-ҫухӑра йӗчӗ, пӑянамӑшӗ вӗҫсӗрех: — Нимӗн те ҫук пирӗн! Дасаоцза! Хӗрача! Ырӑ кӳрекен Буддӑна ан кӳрентерӗр! — тесе ҫирӗплетрӗ.

Тощая Конопля, когда ее раздевали, визжала и плакала, а старуха твердила: — Да ничего же у нас нет! Дасаоцза! Девушка! Не гневите милосердного Будду!

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми вырӑнтан та тапранмарӗ.

Тощая Конопля не двинулась с места.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вара Лю Гуй-лань тӳрех Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми умне пырса тӑчӗ:

Вскоре Лю Гуй-лань направилась прямо к Тощей Конопле:

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӑянамӑшпе Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми ун ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗҫ.

Свекровь и Тощая Конопля окинули ее злобными взглядами.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Унӑн ылттӑн ҫук, — пуҫне пӑркаларӗ Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми, — мӗн ӳкӗтлетӗн эсӗ мана?

— У нее нет золота, — отрицательно покачала головой Тощая Конопля, — чего ты меня подговариваешь?

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Дасаоцза Ырӑ Кӑмӑллӑ Дунӑн кантӑр шӑмми пекех ҫинҫе кинӗ ҫине пӑхрӗ те (ҫынсем ӑна Ҫинҫе Кантӑр Шӑмми тенӗ) ҫапла ыйтрӗ:

Дасаоцза оглядела сноху Добряка Ду, худую, как стебель конопли, за что та прозывалась Тощей Коноплей, и спросила:

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Шэна Кантӑр Корейӑна ӗҫлеме куҫарнӑ.

Лю Шэна перевели на работу в Южную Маньчжурию.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Маньчжоу-го вӑхӑтӗнче, — пуҫларӗ Чжан Юй-линь, — японецсем хресченсене кантӑр тӳлеттеретчӗҫ.

— Во времена Маньчжоу-го, — начал Чжан Юй-линь, — японцы заставляли крестьян коноплю сдавать.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кан ҫинче саплӑклӑ сенкер халат тӑхӑннӑ суккӑр карчӑк ларать, вӑл кантӑр сӳсӗнчен чуххӑмах ҫип пӗтӗрет.

На кане сидела седая слепая старуха, одетая в залатанный голубой халат, и наощупь сучила конопляное волокно.

ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех