Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кантӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кантӑр (тĕпĕ: кантӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ларатӑр эсир кунта, кӑсӑясем пек, кантӑр вӑрри шӗкӗлчесе, ӑна-кӑна нимӗн те пӗлместӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашни кун кантӑр вӑрри сапса парӑп, шыв ӗҫтерӗп.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Читлӗхре хӑйне сапса панӑ кантӑр вӑрри пӗрчисене сӑхкаласа пӗр кӑсӑя сиккелесе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вара, кухньӑран кантӑр вӑрри ҫӑвӗ илсе килсе, сӗтел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа кантӑр вӑрри кӑна шыраҫҫӗ апӑршасем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Уҫӑ пар-ха, кӗлетрен кантӑр вӑрри кайса илем.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӳрт евӗрлех, мӑрйи те, кӑмака умӗ пекки те пур — кантӑр вӑрри сапса памалли.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каччӑсемпе хӗрсем хӗвелҫаврӑнӑш е кантӑр вӑрри ҫие-ҫие чиркӳ умӗнче ҫӳреҫҫӗ; чиркӳрисем пачӑшкӑ сӑмахне тимлӗн итлеҫҫӗ, анчах нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унччен те хыткан пулнӑскер, халӗ кантӑр шӑмми пекех пулса кайнӑ: ҫинҫешкескер, ҫитменнине, тата, пуҫне шакла касса янӑ, ал-урисем — хӑрӑк турат пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Лаши пӑртак кантӑр, тӑварма кирлӗ мар…

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Яланах калатӑп мар-и: пӗр вырӑнта ларса, биржа хаҫачӗсене вуласа шӑпах та ҫӗр мамӑк вырӑнне кантӑр сӳсӗ е кӑшман пылӗ туянатӑп.

Я всегда говорил, что, сидя на месте и читая биржевые газеты, как раз купишь хлопок вместо пеньки или патоки.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл пасартан корзинка йӑтса тавӑрӑнать, корзинки ҫинчен кантӑр вӑрри ҫӑвӗ тултарнӑ бутылкӑпа пӗр пуҫ купӑста курӑнаҫҫӗ.

Он шел с базара с корзиной, из которой выглядывала бутылка постного масла и кочан капусты.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пӗрре, Синюгин купца масар ҫине хӑйӗн асламӑш тӑпри патне пырсан асӑнмалӑх лартнӑ чул плита ҫинче кайӑксене илӗртме кантӑр вӑррисем сапса хунине тата кантӑра каркаласа янисене курсан, Тимкӑна ашшӗнчен хытах лекнӗччӗ.

Однажды ему здорово влетело от отца, когда купец Синюгин, завернув на могилу своей бабушки, увидал на каменной плите памятника рассыпанную приманку из конопляного семени и лучок — сетку с протянутой от нее бечевой.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫапла, выртса кантӑр.

Да пусть отдохнет.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Кантӑр сӳсне тылла хӑть.

Хоть пеньку трепли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫапах ют ҫын куҫӗ кӑна умрине нимех те асӑрхаймасть, ачаран кунта ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем вара, тӗттӗм пулин те, нумай-нумай япалана кураҫҫӗ, сисеҫҫӗ, илтеҫҫӗ, туяҫҫӗ: унталла-кунталла кукӑрӑлса выртакан урамсене те, кил-ҫуртпа хуралтӑсене тӑр-кӑнтӑрлах тӗтре пек хуплакан кӑтра йӑмрасемпе тирексене те, революциччен темиҫе ҫул маларах кӑна-ха туса лартнӑ ҫутӑ пуҫлӑ чиркӗве те, унран инҫех те мар, тӗрӗсрех каласан, унӑн тӳртумӗнчех тупӑшмалла вырнаҫнӑ шкул ҫуртне те, ял вӗҫӗнчи кантӑр пӗвине те — пурне те, пурне те.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫырмара ӗлӗкрех кантӑр хутма тунӑ кӳлӗсене йӑлтах шыв айне турӗ.

В овраге все озера, на которых ранее замачивали коноплю, все были затоплены водой.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Хӗлле хӗрарӑмсем кантӑр тылласа сӳс тунӑ, ҫип пӗтӗрнӗ, пир тӗртнӗ, ҫуркунне шур юр ҫине сарса шуратнӑ, кӗпе-тумтир ҫӗленӗ.

Зимой женщины делали пеньки в коноплях, крутили нитки, ткали ткани, весной белили на снегу, шили одежду.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Унта ҫӗрулми, пахча-ҫимӗҫ лартнӑ-акнӑ, ыраш е урпа, вир, кантӑр ҫитӗнтернӗ.

Там сажали картофель, овощи, выращивали рожь, ячмень, просо или коноплю.

Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Эпӗ хирте хӑй тӗллӗн ҫитӗнекен кантӑр татрӑм, ҫав кантӑр сӳсӗнчен ҫип майне килекен япала хатӗрлерӗм, ҫавӑнтан вара тӳшек пичӗ тӗртрӗм.

Я набрал дикой конопли и приготовил — из ее волокон что-то вроде пряжи; из этой пряжи я кое-как выткал чехол для матраца.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех