Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канмалли (тĕпĕ: кан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗррехинче, хӑш ҫулхине халӗ астумастӑп (сентябрь пуҫламӑшӗччӗ пулас: йывӑҫсем пӑт-пат кӑна саралнӑччӗ, хӑшӗ-пӗрисем ем-ешӗлехчӗ-ха), мӑшӑрӑмпа иксӗмӗр канмалли куна Йӗпреҫре, хамӑра тахҫантанпах кӗтсе пурӑннӑ чаплӑ сунарҫӑ патӗнче, савӑнса ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Вӑл вӗренекенсене ӗҫлемелли, вӗренмелли тата канмалли расписание тытса пыма кирли ҫинчен аса илтерет.

Который напоминал ученикам установленное расписание работ, учебы и отдыха.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Канмалли кунсенче Ершепуҫ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗсенче «Снежный десант» тесе ҫырнӑ жилеткӑллӑ ҫамрӑксене чылай курчӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Канмалли кунсем тӗлне хутшӑну кӑшт сивӗнӗҫ.

Ближе к выходным отношения могут немного охладеть.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче кино пӑхса, лӑплантаракан ванна кӗрсе чуна кантарӑр.

В выходные снимите напряжение за просмотром лёгкого фильма или примите расслабляющую ванну.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кун уншӑн заводра ӗҫленӗ кунсенчен те кансӗртерех: ирех тӑрса пӳлӗмсене тирпейлемелле, урай шӑлмалла, апат пӗҫермелле, кӗпе-йӗм ҫумалла, якатмалла, пасара кайса килмелле, ачасене шыва кӗртмелле — сахал-им хӗрарӑм ӗҫӗ!..

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Столовӑй» тенӗ пӳлӗмсем канмалли пӳлӗмсенчен уйрӑм иккен.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Салтак канмалли кун лагерьтен хулана кайса килнӗ пек, — терӗ Антонов кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Канмалли кун ахалех илсе тухрӑн, тесе ятлаҫать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫук-мӗн, канмалли кун ун паян.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Канмалли кунсенче чунран канма пултаратӑр.

В выходные вы сможете расслабиться и от души повеселиться.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче кӑмӑл хаваслӑ пулӗ, лайӑх хыпарсем илтетӗр.

В выходные можете рассчитывать на положительные эмоции, эти дни также порадуют хорошими новостями.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑмӑртӑвӑн республикӑри тапхӑрӗ канмалли кунсенче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра та пӗрремӗшсем! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10760-re ... rrem-shsem

Канмалли кунсенче те кил хуҫалӑхӗсенчи ӗҫсене пӑрахсах чирлӗ ҫынсем патне васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче уяртмалла.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

Ҫитес канмалли кун вӗсем иккӗшӗ пӗрле Мария Федотовнӑсен ялне, унӑн ашшӗ-амӑшӗсем патне кайма, вӗсем килӗшсен, ял Советӗнче ҫырӑннӑ хыҫҫӑн пӗрлешме калаҫса та татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗмӗтсене палӑртсан хаш-пӗри канмалли кунсенчех пурнӑҫланма пултарӗ.

Если вы загадаете желания, то некоторые из них могут исполниться уже на выходных.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче сире хӑнана чӗнме пултараҫҫӗ: тӗслӗхрен, туя.

На выходных вас могут пригласить в гости на торжественное мероприятие: например, на свадьбу.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсем валли кӗсьене укҫа кӗме пултарӗ.

К выходным вероятны денежные поступления.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку канмалли кунсенчи аварисем хыҫҫӑн та, сӑмахран, хурӑн-кӑкшӑмсем виҫӗ талӑк енне ҫутӑсӑр аптранӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех