Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канмалли (тĕпĕ: кан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара шурӑ халатлӑ ӗҫченӗн канмалли кунсенче те ҫула тухма тивет.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Канмалли кунсем ӑшӑ килчӗҫ.

Выходные оказались теплые.

Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34582.html

Ҫапла майпа 25 участокри автомобиль ҫулӗсене юсанӑ, ача-пӑчапа вӑйӑ площадкисене, социаллӑ-культура сфери, коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене, халӑхӑн канмалли вырӑнӗсене, пӗвесене йӗркене кӗртнӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Канмалли кун-ха паян ман, — пӗлтеретӗп ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Никифор Ильичӑн ҫапла ӗҫ хыҫҫӑн кашни кун мӗн те пулин тупӑнса пырать, канмалли те ҫук, арӑмпа ларса калаҫма та, ачасемпе выляма та вӑхӑт тупӑнмасть, чупатпӑр та чупатпӑр кумпа.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Иртнӗ канмалли кунсенче вара воспитательсем, ачасен амӑшӗсем пӗрле пуҫтарӑнса туслӑ ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын «Спортлотора» выляса 4 миллион тенкӗ илнӗ.

В прошлые выходные житель Чувашии играя в «Спортлото» получил 4 миллиона рублей.

Чӑваш Енри ҫын лотерейӑра выляса миллионер пулса тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34533.html

Пӗчӗк отпуск е канмалли кун илсе пурнӑҫа тишкермелле, малашне мӗн тумаллине палӑртса план хатӗрлемелле.

Можно взять небольшой отпуск или выходной для того, чтобы переосмыслить свою жизнь и разработать план дальнейших действий.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсенче килти ӗҫсем тӗлӗшпе йышӑнусем тума тивӗ.

В выходные домашние хлопоты будут требовать решительных действий.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫитмӗлелле ҫывхарса пыракан Уртем Михалине курорт-санаторисенче канма тӳр килменччӗ-ха, кӑҫал, ак, пенсие тухичченех ӗҫленӗ совхозран хистесех путевка тыттарчӗҫ те карчӑккипе канашлакаланӑ хыҫҫӑн «Хӗвел шевли» ятлӑ канмалли ҫурта кӗрлеттерсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

«Паян вӑл килтех пулма кирлӗ-ха, канмалли кун тенӗччӗ», — шухӑшларӗ Сима.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Канмалли ҫурта Полина та пыма пулнӑччӗ, анчах хӗрача темшӗн халӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Аван, эпир ыран пурте икӗ кунлӑх канмалли ҫурта каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Апла канмалли ҫурта кайса килетпӗр! — харӑссӑн кӑшкӑрса ячӗҫ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Профсоюз комитечӗ лайӑх ӗҫлекен участока завод шучӗпе икӗ кунлӑх канмалли ҫурта яма йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ҫапла, канмалли кунра уҫӑ сывлӑшра сывлӑхсене ҫирӗплетес терӗмӗр, — кӗсменӗсене алла тытнӑ май хуравларӗ Ваҫҫа.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Канмалли кунра та чӑтаймастӑн иккен чӗпӗсем патне килмесӗр? — терӗ вӑл пушӑ михӗсене ҫӑл умӗнче тӑракан машина кузовӗ ҫине тиесе.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Кунччӗ, халӗ ҫӗр… апла ман канмалли вӑхӑт та иртрӗ, — кулса ячӗ Лена.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Санӑн паян канмалли кунччӗ вӗт?

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ленӑн паян канмалли кун, ҫавӑнпа та вӑл амӑшӗ патне Шупашкар больницине кайса курма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех