Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑр ҫулӑрсем ҫинче чарӑнӑр та пӑхса илӗр, авалхи ҫулсем ҫинчен ыйтса пӗлӗр те ырӑ ҫул ӑҫтарах — унпала кайӑр, вара хӑвӑр валли канлӗх тупӑр, тет.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара манӑн халӑхӑм тӑнӑҫлӑ вырӑнта, шанчӑклӑ ял-хулара, телейлисем канлӗх куракан ҫӗрте пурӑнӗҫ.18. Тогда народ мой будет жить в обители мира и в селениях безопасных, и в покоищах блаженных.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене каланӑччӗ: «акӑ канӑҫлӑх, ӗшеннӗскере канӑҫлӑх парӑр, акӑ вӑл канлӗх» тенӗччӗ.12. Им говорили: «вот - покой, дайте покой утружденному, и вот - успокоение».
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Соломон тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра патшара ларнӑ, ӑна Турӑ, Хӑй ятне Ҫурт ларттӑр тесе, ӗмӗрлӗхе сӑваплӑ вырӑн хатӗрлетӗр тесе, пур енчен те канлӗх панӑ.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Арӑм илнӗ ҫын пурлӑх никӗсне хывать, вӑл ӗнтӗ хӑй валли тивӗҫлӗ пулӑшакан, канлӗх тӗрекӗ тупать.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сывлӑхлӑ, вӑй-халлӑ чухӑн ҫын халсӑр пуянран лайӑхрах; 15. сывлӑхпа хаваллӑх кирек мӗнле ылтӑнран та пахарах, ҫирӗп ӳт-пӳ ҫӗрме мулран та хаклӑрах; 16. сывлӑхран пахарах пуянлӑх ҫук, чӗре савӑнӑҫӗнчен ирттерекен савӑнӑҫ ҫук; 17. хуйхӑрса пурӑниччен вилсе выртни лайӑхрах, вӑрӑма кайнӑ чиртен канлӗх лайӑхрах.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Элекҫӗ этем, икӗ чӗлхеллӗ этем ылханлӑ пулччӑр: вӗсем лӑпкӑ пурӑнакансене нумайӑшне пӗтерчӗҫ; 16. виҫҫӗмӗш чӗлхи нумайӑшне вырӑнтан хускатрӗ, вӗсене пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне хӑваласа ҫӳрерӗ, 17. тӗреклӗлентернӗ хуласене тустарса тухрӗ, аслӑ ҫынсенӗн килӗ-ҫурчӗсене салатса тӑкрӗ; 18. виҫҫӗмӗш чӗлхе ырӑ арӑмсене хӑваласа кӑларса ячӗ, вӗсене хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемсӗр тӑратса хӑварчӗ; 19. ҫав чӗлхене итлекен канлӗх тупаймӗ, нихӑҫан та лӑпкӑ пурӑнаймӗ.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тӗпче ӑна, шыра — вара пӗлсе ҫитӗн, унпа туслашсассӑн — ан вӗҫерт ӑна; 29. юлашкинчен ӑслӑлӑхра эсӗ канлӗх тупӑн, вӑл саншӑн савӑнӑҫ пулса тӑрӗ.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Килӗме кӗрсессӗн, вӑл мана канлӗх парӗ: вӑл сивлек мар, хапӑллать, унпа чухне хурлӑх та хурлӑх мар, хаваслӑхпа савӑнӑҫ ҫеҫ.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Маншӑн тӑнӑҫлӑх, канлӗх ҫук, савӑнӑҫ та ҫук: инкек килсе ҫапрӗ.26. Нет мне мира, нет покоя, нет отрады: постигло несчастье.
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Давид ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑйӗн халӑхне канлӗх пачӗ те ӑна Иерусалимра ӗмӗрлӗхе тӗплентерчӗ, 26. малашне левитсен кӗлӗ чатӑрне тата унӑн япалисене, кӗлӗ тунӑ чухне кирлӗ япаласене, ҫӗклесе ҫӳремелле пулмӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ, 8. анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн. 9. Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп. 10. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунта вара Катьӑшӑн хайхи пачах канлӗх килсе ҫитнӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.