Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
канлӗх (тĕпĕ: канлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр канлӗх те ҫук, хӑть выртса-йӑваланса макӑр!..

Нету никакого покоя, хоть криком кричи!..

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн вӑл пӳлӗм варрине урисене тӑсса выртнӑ та, пӗтӗм кӗлеткинче канлӗх пуррине туйса, хӳрине вылятма пуҫланӑ.

После обеда она разлеглась среди комнаты, протянула ноги и, чувствуя во всем теле приятную истому, завиляла хвостом.

II. Темӗнле палламан ҫын // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Канлӗх тупаймасӑр, пӗр вӗҫӗмсӗр енчен-еннелле ҫаврӑнкаларӗ.

Беспокойно ворочался с боку на бок, не находя телу удобного положения.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пӗтӗм пӳлӗмӗнчен вӗсен лӑпкӑлӑхпа канлӗх, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнакан ҫемье илемӗ тапса тӑрать.

От всей комнаты веяло покоем, уютом, размеренной семейной жизнью.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

— Ӑна канлӗх кирлӗ, эсир вара хӑвӑра лӑпкӑн тытма пултараймӑр, — хирӗҫлерӗ Бадьян.

— Ему нужен покой, а вы не сдержите себя, — отказывал Бадьян.

7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пӗрре чӗнсе тустарать ҫапла, иккӗ чӗнет, пӗр канлӗх те ҫук унран.

Вызывает раз, вызывает два, и нету мне от него никакой милости.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӗтел хушшинче те ҫанран канлӗх ҫук.

И за столом от тебя нету покоя!

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тӑвасшӑн пулнине туни вырӑнне хурса, совеҫ тенине канлӗх парса пурӑнма юрамасть.

— Жить, принимая желаемое за сущее, не тревожа свою совесть.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, полк татти-сыпписӗр ҫапӑҫу тӑсӑлакан тӑрӑха пырса кӗрсен, лӑпкӑ та улах станицӑсемпе хуторсем вырӑнне кукӑр-макӑррӑн хуҫкаланса выртакан фронт пуҫлансан, тӑшманпа тытӑҫса кайнӑ, унпа юнашарпа пӗрех тӑнӑ хушӑра Григорий яланах хӗрлӗармеецсем пирки, хӑйӗн вӗсемпе темшӗн ҫапӑҫмалла пулнӑ ҫав вырӑс салтакӗсем пирки, ытларах та ытларах пӗлесси килчӗ; ҫак шухӑш-туйам ӑна канлӗх памасӑр хӑшкӑлтарса ҫӳрерӗ.

И после, когда полк вступил в полосу непрерывных боев, когда вместо завес уже лег изломистой вилюжиной фронт, Григорий всегда, сталкиваясь с неприятелем, находясь в непосредственной от него близости, испытывал все то же острое чувство огромного, ненасытного любопытства к красноармейцам, к этим русским солдатам, с которыми ему для чего-то нужно было сражаться.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫакса ҫӳренӗ Шапкин медальне, анчах канлӗх тупайман.

Носит Шапкин медаль, да покоя себе не находит.

Медаль // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Эпир кунта асапланса пурӑнатпӑр, пыйтӑ-шӑркаран канлӗх курмастпӑр.

 — Мы тут бедствуем, во вшах погибаем.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нумай ҫывӑракан пулчӗ вӑл (ҫывӑрнӑ чухнехи манӑҫра канлӗх шырарӗ), анчах ӑна ҫывӑрнӑ чух та ачин йӗрекен сасси илтӗннӗ пек туйӑнать.

Она много спала (искала отдыха в сонном забытьи), но и во сне настигал ее призрачный зов ребенка.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Канлӗх паракан лӑпкӑ савӑнӑҫа сулахай куҫӗ туртса сурни кӑна чӑрмавлать.

Тихую, умиротворенную радость нарушала боль, звеневшая в левом глазу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак йывӑр шухӑш ӑна кӑнтӑрла та асаплантарать, ҫӗрле те канлӗх памасть: чуна хытарнипе кӑна вӑхӑтлӑха чӗрере капланса тӑнӑ тунсӑх самант вырӑнтан хусканать те пӗтӗм чӑтӑмлӑха татать.

Это тревога не покидала ее днями, наведывалась и ночью, и тогда то, что копилось в душе, взнузданное до времени волей, — рвало плотины.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лешнюв хули патӗнчи ҫапӑҫу хыҫҫӑн Григорий Мелехов хӑйӗн чун-чӗрине канлӗх пами шалти суранпа асапланма тытӑнчӗ.

Григорий Мелехов после боя под городом Лешнювом тяжело переламывал в себе нудную нутряную боль.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— «Пӑру канлӗх памасть, пӑрӑва ҫапрӑм», — тет ывӑлӗ.

— «Да телка, покою не дает», — говорит.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Илешӗннӗ ҫапла пӗр старик хӑй кинӗ ҫумне, канлӗх те памасть, анчах та упӑшки чӑрмантарать ӑна.

— Повадился один такой-то к снохе, покою не дает, а муж мешается.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр япала — службӑна каясси кӑна канлӗх памасть ӑна.

Одно беспокоило его — предстоящая служба.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федот, тутине чӑплаттаркаласа, хӑйӗн маштакне ут хӳринчен явса тунӑ тилхепипе хӑмсаркалать, хӑйӗн лаптак ӗнселлӗ тӑваткалрах пуҫне пӑркаласа пырать: ку ҫынсем епле этемсем иккенне пӗлес килни канлӗх памасть ӑна.

Федот, причмокивая, помахивал на своего маштака волосяными вожжами, вертел угловатой, с плоским затылком головой: его бороло любопытство.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр кунне, — ку ӗнтӗ шӑпах июль уйӑхӗн вӗҫӗнче, тырӑ вырса пӗтерсен пулчӗ, — Василиса Кашпоровна Иван Федоровича теме систерсе аллинчен тытрӗ те, тахҫантанпах хӑйне канлӗх паман шухӑшӗ ҫинчен пӗлтересшӗн пулнине каласа пачӗ.

В один день, — это было уже по окончании жатвы, и именно в конце июля, — Василиса Кашпоровна, взявши Ивана Федоровича с таинственным видом за руку, сказала, что она теперь хочет поговорить с ним о деле, которое с давних пор уже ее занимает.

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех