Шырав
Шырав ĕçĕ:
календула (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чечексем нумай, пурне те каласа та пӗтереймӗн: астра, люпин, гацани, бальзамин, портулак, космея, йӗтӗн, виола, утмӑлтурат, цини, мӑкӑнь, нигеллӑ, незабудкӑ, алиссум, левкой,тӗрлӗ колокольчиксем, дельфиниум, шӑршӑллӑ пӑрҫа, календула, хризантема, лили, иберис, клещевинӑ, диморфотек, георгинӑ, рудбеки, бархатцы, мимоза, молодило, флокс, наперстянка, гортензи, ромашкӑ, эшшольци, кобея, лаватера, тюльпан, нарцис, эхинацея, анемона, гелихризум, аквилеги, агератум, каҫхи пике, настурци, розӑсем, петуни…
"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811
Нимӗҫ пӑрҫи /бобы/, календула, импӗр, бархатцы — ҫаксем те нематодӑн тӑшманӗсем.
Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
3 апат кашӑкӗ укроп вӑррине, 1,5-шер чей кашӑкӗ вӗтетнӗ ҫӑкапа календула чечекӗсене, 2 чей кашӑкӗ упа ҫырлин /бузина черная/ чечекне, 2 чей кашӑкӗ пӗтнӗк ҫулҫине хутӑштармалла.
Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
2,5-ер чей кашӑкӗ вӗтетнӗ календула чечекӗпе куккурус ҫӳҫине, 2-шер чей кашӑкӗ сар ҫип утипе /зверобой/ шӑлан ҫырлине, 1-ер чей кашӑкӗ йӗтӗн вӑррипе пӗтнӗк /мята перечная/ ҫулҫине, 2 апат кашӑкӗ сарӑ кушак урин /бессмертник песчаный/ чечекне хутӑштармалла.
Самӑрлӑхран — курӑк пулӑшнипе // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Типӗ ҫак чӗртавара пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла: хура ҫирӗк йӗкелӗ, шӑпӑр курӑкӗн /алтей лекарственный/ тымарӗ, кушак курӑкӗн /валериана/ тымарӗ, пылак тымар /корень солодки/, анӑс курӑкӗн /девясил/ тымарӗ, календула чечекӗ, лачака тип курӑкӗ /сушеница топяная/, шур тӑрӑллӑ хыт курӑк /тысячелистник/, йӗтӗн вӑрри, хура ҫырла /черника/.
Ҫирӗк йӗкелне типӗтеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№
Страницăсем:
- 1