Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫӑвӗ (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн калаҫӑвӗ пултӑр сирӗн манпа? — куҫ харшийӗсем айӗн сиввӗн пӑхнӑ ун ҫине Горячкин.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сӑн-пичӗ, ӳт-пӗвӗ, калаҫӑвӗ — пурте-пурте илӗртӳллӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ватӑ арҫын калаҫӑвӗ мана килӗшмерӗ, эпӗ унран тӑрӑхлама пӑхрӑм:

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӑйсен ҫарпуҫӗпе шурсухал калаҫӑвӗ вӗсене те кӑсӑклантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен калаҫӑвӗ вӑрӑма кайнине курса, пӗрене патне йӗкӗтсем пухӑна пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Культура калаҫӑвӗ» лагерӗ Чӑваш Енре пулӗ, ӑна йӗркелесе ирттерме Раҫҫейри ФАНД пулӑшу парӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Культура калаҫӑвӗ» лагерӗ Чӑваш Енре пулӗ, «Глазычевский вулавӗсем», «Чӑваш Енри ҫырла фестивалӗ» халӑхшӑн кӑсӑк пухасса пӗлсех тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

Калаҫӑвӗ те тытӑнчӑклӑ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫак вырӑнта «чӑштӑр-чӑштӑр чӑштӑртакан хӑмӑшри» тайлӑк-тайлӑк икӗ арҫын калаҫӑвӗ самантлӑха ҫӗрӗк пӗренесем хушшине хӗсӗнсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Халӗ ӗнтӗ марш кӗвви те, ҫынсен ӑшчике хускатакан янӑравлӑ калаҫӑвӗ те, шӳчӗ те, юрри те, макӑрни те — пурте пӗр-пӗринпе хутӑшса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Апат-ҫимӗҫӗ кӑна мар, кӗреке калаҫӑвӗ те тутлӑ, чун уҫҫи, шӑкӑл-шӑкӑл, евӗк пулчӗ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ытти хӗрачасенчен сӑн-пуҫ хитрелӗхӗпе е тумтир тирпейлӗхӗпе ҫеҫ мар, ӑстӑн вичкӗнӗшӗпе те уйрӑлса тӑрать: уроксене пӗр такӑнмасӑр шакӑртаттарать: учительницан кирек хӑш ыйтӑвӗ ҫине те пуҫа ытлашши ҫавӑрттармасӑрах, тӗп-тӗрӗсех хуравлать, пӗр йӑнӑшмасӑр, шӑрҫаласа ҫырать; калаҫӑвӗ — саркайӑк чӗппин ҫурхи ҫепӗҫ чӗвӗлтетӗвӗ; ҫинҫе, чанкӑрти юррисем — дискант — ҫамрӑк саркайӑкӑн малтанхи шӑнкӑрти юррисем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ку шӑплӑх нумая тӑсӑлмарӗ, кӗҫех унта та кунта ҫамрӑксен сасси, сменщиксен калаҫӑвӗ илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫакӑнпа ваттисен калаҫӑвӗ вӗҫленчӗ пулас, амӑшӗ чашӑк-тирӗкпе чӑнкӑртатма пуҫларӗ, ашшӗ килкартине тухрӗ, пӳрт алӑкӗ шалтлатса хупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрин калаҫӑвӗ ҫеҫ килӗшмерӗ мана.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫакӑнпа вӗсен калаҫӑвӗ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн калаҫӑвӗ ҫамрӑксен?

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑнпа вӗсен калаҫӑвӗ пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисиновӑн пӗтӗм калаҫӑвӗ ҫакӑн пек пулчӗ: кӑҫал ҫулла пулса иртнӗ инкек вырӑссен мӗн пур ӗҫне нумайлӑха пӑсса хӑварма пултарать: илес тесен Хусана каллех кашни ҫул походсем туса хавшатса, вӑйсӑрлатса пымалла пулать: княҫсемпе мӑрсасене вырӑссем майлӑ ҫавӑрас тесе мӗн чухлӗ вӑй хума лекет тата — кам каласа пама пултарать ҫавна?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Вӗсен калаҫӑвӗ ҫапла вӗҫленчӗ.

…Их молчаливый разговор закончился следующим образом:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех