Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫман (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑр ыран-паян мӗн тӑвасси пирки те калаҫман мар пуль.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Хӑйсене куҫкӗретӗнех курса калаҫман эп.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Чун татса калаҫман.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӗл пуласса вӗсем халӑх хушшинче ҫеҫ, ӗҫре, тӗл пулнӑ, кунта та калаҫман, анчах вӗсем калаҫмасӑрах пӗрне-пӗри килӗшнине туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӑйӗн чи ҫывӑх хӗр-тантӑшӗсемпе те — Ольгӑпа Хӗветлине — ҫак тавралӑхпа калаҫнӑ чухлӗ уҫҫӑн, чун татса калаҫман Укахви.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗлессе пӗлетӗп те, анчах хире-хирӗҫ тӑрса калаҫман, ҫывӑххӑн паллашман.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Калаҫман та пуль.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Объектсенче кӗске вӑхӑтлӑха тӗл пулнисӗр, канашлу-пухусенче курнисӗр пуҫне йӗркеллӗ, чуна уҫса, пӗр-пӗрин кӑмӑлне сиссе-ӑнланса ниҫтах та калаҫман эпӗ унпа.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Капла нихӑҫан та калаҫман эпир…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӑннипе Инесса сан кукку халӑх тӑшманӗ пулнӑ тесе Таранов умӗнче ҫӑвар та уҫман, ҫав телейсӗр ҫын ҫинчен иккӗшӗ вӗсем пачах калаҫман темелле.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пӗлессе пӗлетӗп, анчах унпа эп пӗр пилӗк ҫул пуль ӗнтӗ тӗл пулса калаҫман.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑватӑ кун хушшинче никампа та пӗр сӑмах хушса калаҫман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл ҫамрӑкрах чухне ун патне каччӑсем те евчӗ хыҫҫӑн евчӗ янӑ, анчах хӗр нихӑшӗнпе те йӳнеллӗ калаҫман.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах ҫавӑн ҫинчен Изамбаев ку таранччен никампа та калаҫман.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑйӗнпе курса калаҫман вӗт-ха…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ашшӗ-амӑшӗпе калаҫман, манпа канашламан, а вӑл… чим, тӑхлач, тен, эсӗ курнӑ унӑн хӗрне?

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Вӑл ҫак «вӑйӑ» пирки урӑх калаҫман, анчах урок ирттернӗ вӑхӑтра та ҫултан пӑрӑнма пуҫланӑ ачасене тӗрӗс ҫул ҫине мӗнле кӑларма май пурри ҫинчен шухӑшланӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

— Сирӗнпе эпир ку тема тӑрӑх миҫе хутчен калаҫман ӗнтӗ?

— А ведь сколько раз мы беседовали с вами на эту тему!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех, шарламасӑр тӑни те аван маррине пӗлсе: — Сӗтел хушшине чӗннӗшӗн тавтапуҫ, анчах хӑна пул-ма вӑхӑт ҫук. Хам та каҫ ҫеҫ таврӑннӑ та, аттепе те тӑраниччен калаҫман. Вӑл кӗтет мана! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, упӑшки пекех, иккӗшӗ ун ҫинчен нихҫан калаҫман пулсан та, Анука килӗштерет, ӑна Микула валли пӑхса ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех