Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫман (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Хӑҫантанпа калаҫман ӗнтӗ эпӗ тӑван чӗлхепе.

- Как же давно я не разговаривал на родном языке.

«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Игорь Васильевич каланӑ тӑрӑх — вӑл Николай Никольский ӗҫӗ-хӗлӗ пирки иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсем хыҫҫӑн ҫеҫ илтнӗ, маларах ун ҫинчен калаҫман, ҫырман.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

46. Хуралҫисем ҫапла хуравласа каланӑ: никам та нихӑҫан та Ҫав Ҫын калаҫнӑ пек калаҫман, тенӗ.

46. Служители отвечали: никогда человек не говорил так, как Этот Человек.

Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫаплах дьяконсем те тӳрӗ ҫынсем, иккӗллӗ калаҫман, эрехе кӑмӑлламан, мула хапсӑнман, 9. чӑн тӗнӗн вӑрттӑнлӑхне таса чун-чӗрепе ӗненсе тӑракан ҫынсем пулччӑр.

8. Диаконы также должны быть честны, не двоязычны, не пристрастны к вину, не корыстолюбивы, 9. хранящие таинство веры в чистой совести.

1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хӑвӑр та пӗлетӗр: сирӗн умӑрта эпир нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, хамӑр усӑ курасшӑн тӑрӑшман — ӑна Турӑ пӗлет!

5. Ибо никогда не было у нас перед вами ни слов ласкательства, как вы знаете, ни видов корысти: Бог свидетель!

1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухман; 23. Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ; 24. пире ҫылӑхран хӑтарса тӳрӗ пурӑнтарасшӑн, пирӗн ҫылӑхсене Вӑл Хӑйӗн ӳчӗпе йывӑҫ ҫине Хӑй ҫӗкленӗ: эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.

22. Он не сделал никакого греха, и не было лести в устах Его. 23. Будучи злословим, Он не злословил взаимно; страдая, не угрожал, но предавал то Судии Праведному. 24. Он грехи наши Сам вознес телом Своим на древо, дабы мы, избавившись от грехов, жили для правды: ранами Его вы исцелились.

1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Ҫитменнине, халдейсем хӑйсем те вӗсене хисепе хумаҫҫӗ, урамра чӗлхесӗре тӗл пулсассӑн, ӑна Бел патне илсе пыраҫҫӗ те туякана хистенӗ пек хистеҫҫӗ, калаҫман ҫынна калаҫакан тума ыйтаҫҫӗ.

40. К тому же сами Халдеи обращаются с ними непочтительно: они, когда увидят немого, не могущего говорить, приносят его к Ваалу и требуют, чтобы он говорил, как будто он может чувствовать.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Нумай калаҫман арӑм — Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ, ырра вӗрентсе ӳстернӗ чунран пахараххи тупаймастӑн.

17. Кроткая жена - дар Господа, и нет цены благовоспитанной душе.

Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Авессалом вара Амнонпа начар та, лайӑх та калаҫман; Авессалом ӗнтӗ Амнона хӑйӗн Фамарь йӑмӑкне чыссӑрлатнӑшӑн курайми пулса ҫитнӗ.

22. Авессалом же не говорил с Амноном ни худого, ни хорошего; ибо возненавидел Авессалом Амнона за то, что он обесчестил Фамарь, сестру его.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех