Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫасшӑн (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санпа пӗрле вӑрттӑн ӗмӗтӗм пирки калаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тӑлмач ӗҫӗ пирки калаҫасшӑн та — ман тӗслӗхсем пӗтӗмпех Хусанкайран ҫав.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Сана тахҫанах килӗштернӗ, санпа калаҫасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Чӗкеҫпе ҫеҫ калаҫасшӑн

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Планерка умӗн е хыҫҫӑн хама кирлӗ СУ начальникӗпе курса калаҫасшӑн эпӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сирӗнпе калаҫасшӑн, — терӗ трубка сӗннӗ май.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ку ӗҫ пирки хӑйӗн пӳлӗмӗнче калаҫасшӑн пулманни те шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Тахҫантанпах чӗлхе кӗҫтет санпа варлӑн калаҫасшӑн, анчах эс пур — манран пӑрӑнарах ҫӳретӗн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Антракта тухсан, Григорий Аня ҫине питӗ тӗпчесе пӑхрӗ, унӑн чӗринче мӗн пуррине пӗлесшӗн пулчӗ пулмалла, анчах Аня калаҫасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Герасим Федотович пиччӗшӗпе те калаҫасшӑн пулмарӗ — правлени ҫуртне кӗрсе председателӗн ӗҫ пӳлӗмне шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унпа калаҫасшӑн та пулмарӗ ҫавӑн чух Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, ача чухнехи юлташӗпе калаҫасшӑн та пулманскер, пӗр курка сӑра ӗҫрӗ те тӑватӑ-пилӗк арҫынпа пӗрле кӗҫех столовӑйран тухса шӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫав териех калаҫасшӑн пулсан пӗр-пӗр кун редакцие хӑй пытӑр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Атте кӗҫӗрех сирӗнпе тӗл пулса калаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ман Аркаш сирӗнпе повесть пирки те, ытти-хытти ҫинчен те калаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кун пирки Изамбаев калаҫасшӑн пулмарӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пирӗн кӑрала пӑхасшӑн вӑл, пирӗнпе калаҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ҫакӑн пирки иккӗленнине вӑл пиччӗшпе каласшӑнччӗ, анчах пиччӗшӗ, унпа тек калаҫасшӑн пулмасӑр, малалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ираида Васильевна Лена хӑйӗнпе калаҫасшӑн пулнине сисрӗ курӑнать, вӑл аллине хӗрача хулпуҫҫийӗ ҫине ачашшӑн хучӗ те унпа тӑван йӑмӑкӗ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Эпӗ чӑвашла вӗренме пуҫласассӑн чӑвашсем манпа калаҫасшӑн марччӗ: «Чӑвашла калаҫма лайӑх вӗрен-ха» - тетчӗҫ, халь вара чӑвашла лайӑх вӗренсе ҫитсен татах манпа калаҫасшӑн мар:

«Когда я начал учить чувашский язык, со мной не хотели разговаривать: «Научись хорошо говорить по-чувашски» говорили они, а теперь, когда я неплохо говорю по-чувашски, они не хотят со мной разговаривать,

«Чӑвашла вӗренме пуҫлакансен чи пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӗри…» // Хавал. https://t.me/cv_haval/475

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех