Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн мана тытмастӑн? — ҫине-ҫинех каларӗ вӑл, ҫулҫӳревҫӗсем пулса ҫул тӑрӑх сиккелесе чупакан Володьӑпа аслӑ Ивин ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑ май; унтан сасартӑк ҫухӑрса ячӗ те ахӑлтатса вӗсене тытма вирхӗнчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче, шӑпах кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух — ун чухне эпӗ ултӑ ҫултаччӗ — ман ҫи-пуҫ пирки калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, анне ман питре мӗн те пулин лайӑххи тупма тӑрӑшрӗ, манӑн ӑслӑ куҫсем, кӑмӑллӑ кулӑ пулни ҫинчен каларӗ, юлашкинчен, атте каланисемпе тата куҫа курӑнса тӑракан чӑнлӑхпа килӗшсе, ӑна эпӗ илемсӗр пулнине йышӑнма тиврӗ; кайран вара, эпӗ ӑна апатшӑн тав тунӑ чухне, мана питҫӑмартинчен лӑпкарӗ те:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана илтӗнмен калавне пӗтерсенех вӑл кулса ячӗ те, атте куҫӗнчен ыйтуллӑн пӑхса, ҫапла каларӗ:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиня кукамай аллине чуптуса илчӗ тата ӑна пӗрехмай ma bonne tante тесе чӗнет пулин те, эпӗ кукамай унпа кӑмӑлсӑр пулнине асӑрхарӑм: вӑл Михайло князь кукамая саламлама хӑй ҫав тери килесшӗнччӗ пулсан та килейменни ҫинчен каласа панӑ чухне кукамай куҫхаршисене темле урӑхла ҫӗклекелерӗ; тата, княгиня французла калаҫнине хирӗҫ вырӑсла ответлесе, тӑсӑмлӑ сӑмахсемпе ҫапла каларӗ:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Наталья Савишна кӗчӗ те, эпӗ тунӑ кӳлленчӗке курсан, пуҫне пӑркаларӗ; унтан анне ӑна хӑлхинчен тем каларӗ, вара лешӗ мана юнаса тухса кайрӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне ырӑ тӑвакан мӗнпур ҫынсемшӗн (вӑл хӑйне йышӑнакансене ҫапла калать), ҫав шутра аннешӗн, пирӗншӗн, хӑйӗншӗн кӗлтурӗ, турӑран хӑйӗн йывӑр ҫылӑхӗсене каҫарма ыйтрӗ, ҫине-ҫинех: «Турӑҫӑм, каҫар ман тӑшмансене!» — тесе каларӗ, ӗхлетсе тӑчӗ те каллех ҫав сӑмахсене ҫине-ҫинех асӑнчӗ, урайне перӗннӗ май чӑкӑртатакан асап кӗпи йывӑррине пӑхмасӑр, темиҫе хут та пӗшкӗне-пӗшкӗне илчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтан вӑл паллӑ кӗлӗсене шӑппӑн, хӑшпӗр сӑмахӗсене кӑна хытӑраххӑн каларӗ, унтан вӗсене пысӑк хавхаланупа хыттӑнраххӑн тепӗр хут каласа тухрӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл сывпуллашма тытӑнчӗ, ыран ирпе малалла каясси ҫинчен каларӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя: «Ку вӑл нимех те мар, эпӗ лаша ӗрӗхнине питӗ юрататӑп», — тесе тӗлӗнмелле харсӑррӑн каларӗ пулин те, атте те ӳкӗтленине пӑхмасӑр, мӗскӗн анне эпир сунартан таврӑничченех Володя шӑпийӗ пирки асапланасси ҫинчен ҫине-ҫинех каларӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ санран кукӑль илсе пама ыйтрӑм, — тепӗр хут каларӗ анне, аллине тӑсса.— Я тебя просила передать мне пирожок, — повторила она, протягивая руку.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч кӳренӳпе ҫакнашкал япаласем ҫинчен вӑрахчен калаҫрӗ: ӗлӗк хӑй пурӑннӑ темле генерал патӗнче унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хаклани ҫинчен аса илчӗ (кунашкал сӑмахсене илтме мана питӗ йывӑр), Саксони, хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑйӗн тусӗ Schönheit ҫӗвӗҫ ҫинчен те — тем те, тем те каларӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч ҫиленсе кайрӗ, мана чӗркуҫҫи ҫине лартрӗ, ҫакӑ вӑл кутӑнлашни, пуканесен мыскари (ку вӑл унӑн юратнӑ сӑмахӗччӗ) пулать тесе ҫине-ҫинех каларӗ, линейкӑпа юнарӗ тата, эпӗ куҫҫуле пула сӑмах хушма пултараймастӑп пулин те, мана каҫару ыйтма хушрӗ; юлашкинчен, хӑй тӗрӗс туманнине ӑнланса илчӗ пулас та, алӑка шалтлаттарса хупса, Николайӑн пӳлӗмне кӗчӗ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя хӗрелсе кайрӗ те чӗтрекен сассипе анне мӗн хушнине каларӗ.Володя покраснел и дрожащим голосом передал поручение матушки.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна вӑл ҫирӗппӗн каларӗ, халь унӑн сасси ман кӑмӑла куҫҫуль тухмалла ҫемҫетнӗ чухнехи пек ҫепӗҫ мар.Голос его был строг и не имел уже того выражения доброты, которое тронуло меня до слез.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уча аманнисем еннелле ҫаврӑнса, вӗсем ҫывӑрнипе ҫывӑрманнине пӑхрӗ те шӑппӑн каларӗ:Уча обернулся к раненым, прислушиваясь, спят ли они, и тихо, так, чтобы слышала только она, сказал:
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча шӑппӑн та майӗпен, вуланӑ чухнехи пек ӑнланмалла каларӗ:— Уча говорил тихо, медленно и проникновенно, словно читая по книге.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах вӑл пуҫне ан хутӑрчӗ! — мухтанса та, ҫав вӑхӑтрах хурланса каларӗ Никола.Только бы не пришлось ей заплатить собой… — с грустью, но гордо промолвил Никола.
10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗлсе тӑр, эпӗ ӑна чи малтан вӗлеретӗп! — ҫилленсе каларӗ Станко.Я первый убью ее, так и знай! — с досадой проговорил Станко.
10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫитӗ, калаҫса тӑрантӑмӑр, — тесе хыттӑн каларӗ те Павӑл унпа пӗрле отрядалла утрӗ.Мы достаточно поговорили, — сурово сказал Павле, и они вместе направились к отряду.
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мӗншӗн апла эс мана?.. — аран-аран каларӗ Малиша, каласа пӗтермен сӑмахӗсене вӑл ҫавӑнтах ҫӑтса ячӗ.Чего ты привязался ко мне? — начал Малиша и, не докончив, всхлипнул.
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.