Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каларӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм ӗҫ-пуҫа курса тӑнӑскер, вӑл пире паҫӑр килсе кайнӑ виҫӗ арҫын нумай ҫул хушши тӗрмере ларнӑскерсем пулнине каларӗ, асӑрханма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Пӗрре, шкул уявӗнче, вӑл Феликс Мендельсон композиторӑн «Сӑмахсӑр юрӑсем» ярӑмӗнчи пӗр сыпӑка купӑспа каларӗ те, купӑсҫӑ валли туххӑмах хушма ят тупӑнчӗ — «Мендельсон».

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Сӑмавар умӗнче иккӗшӗ чылаях шӑкӑлтатса ларсан чей куркине чашӑкки ҫине шӑкӑрт! кутӑн май ҫавӑрса хучӗ те мана ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ҫапла каларӗ, чӑннипех ҫавӑн пек каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫиччас пиҫиххипе парӑп тӑмасан, — хытӑ каларӗ ӗҫпе пиҫӗхнӗ ҫамрӑк хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Штабпа юнашар окоп ерипен ишӗле пуҫласан ҫеҫ Мишша хӑрушлӑха туйса илчӗ те пурне те окоп тӑрӑх пӗшкӗнсе утса хӑвӑрттӑн чӗтрев тепӗр енне ҫутта тухма каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Астӑватӑп, анне пӗррехинче мана мӑшӑрланма вӑхӑт ҫитнине асӑрхаттарса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Канашсем яланах хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе тата ырӑ кӑмӑлӗпе палӑрса тӑнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

— Тӗлӗк мар-и ку, — тесе сасӑпах каларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Эпӗ ҫак тарана ҫитсе те учительсем ытти ҫынсем пирки сӑмах сараҫҫӗ тесе шутламан, — сассине хӑпартса хыттӑн тӑсарах каларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Юлашкинчен унӑн та ытти учительсемпе пӗрле ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи Пӗлӳ кунне хатӗрленмелли пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ӑна-кӑна пӗлместӗп-ӑнланмастӑп пулсан аслӑ агроном вӑл е ку яваплӑ ӗҫе йӗркелеме-пурнӑҫлама шанман та пулӗччӗ, — кӑшт мухтаннӑн каларӗ Виталий.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Санӑн пуҫунта халӗ те ача шухӑшӗ пуль тетӗп, — те кӳренсе, те ывӑлӗ ҫав тери кӗрнеклӗ те яштака пулнине ытараймасӑр юратса пӑхса каларӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Эсӗ те ман пек ирсерен хӑв тӑрӑх сивӗ шыв яма пуҫла-ха, ҫамрӑклансах кайӑн, — те чӑнласа, те шӳтлесе каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗр те хӑйӗнне тата мӗнле ӗҫпе-тӗллевпе, кам сӗннипе килнине каларӗ, РОНОра панӑ хута сумкӑран кӑларса ӑна аслине тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тӗрлӗ авторӑн шкул пурнӑҫне ҫутатакан кӗнекисене сахал мар вуланине те каларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӳлӗм хуҫи хӗртен вӑл мӗнле ыйтупа килнине ыйтса пӗлчӗ те хӑйӗн хушамачӗпе ятне тата ашшӗ ятне каларӗ: Михайлов Алексей Михайлович.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Ӗнер каҫхине килнӗ тет, анне каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

— Паллах, пуҫтарӑнатпӑр, — асли пулса хушнӑ пек каларӗ Юркка-командир.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Клава пирки Антонина тӗрӗс каларӗ, хумханма кирлӗ мар уншӑн.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех