Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каларӑм (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑлсӑрланнӑскер хыттӑнрах каларӑм, анчах Глафира ҫавӑншӑн ним чухлӗ те кӳренмерӗ пулас:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пуҫ мимине енчен енне ҫавӑркаларӑм та, ҫӗр ҫывӑрмасӑр тенӗ пек шухӑшларӑм та пӗррехинче колхоз председательне каларӑм: «Тавай, фермӑна ӗне сума ярӑр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Каларӑм пӗрре: пымастӑр терӗм.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Хальлӗхе ман ҫинчен ҫырма иртерех-ха, кун пирки ҫӗркаҫах каларӑм сире. Фермӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑнсан урӑхларах лару-тӑру вара. Халӗ акӑ Праски инке ҫинчен ҫырӑр», — тесе ҫамрӑках мар хӗрарӑм ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те витене кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Журналсем вулаттартӑн та, ҫавӑнпа ҫеҫ сана каларӑм, — терӗ Мишша Тарас патнерех ҫывхарса.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Вӑл нормӑна пӑхнинчен пӗр минут ытларах тӑни те патшалӑха пиншер тенкӗлӗх тӑкак кӳрет, — хӗрсе кайсах каларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Эпӗ те ҫапла каларӑм авӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Чӑнласах каларӑм

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Паҫӑрах каларӑм, халь татах калатӑп: ҫӗрсе мар, ӗҫлесе пурӑнатӑп эп Ҫӗпӗрте.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вӑт, мӗн калассине каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сан ҫыннусем ӑна епле ӑс вӗрентсе хӑварнине те каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хам юнташсем патне кайиччен эпӗ Пайтула тата ҫапла каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Виличченех патька-патша майлӑ пулса тӑшманпа ҫапӑҫма эпӗ тупа туса каларӑм, — сӑмах хушрӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик, ытлашши сӑмах каларӑм пуль, тенӗн сасартӑк шӑпӑрт пулчӗ, хӑй тавра тӑракан ҫамрӑксене пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Пурте патька-патша патне часрах ҫитесшӗн-и вара? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ каларӑм, мучи, — сӑпайлӑн сӑмах хушрӗ те ури ҫине сиксе тӑчӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара кула-кулах куҫран каларӑм:

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Маруся хӑш вӑхӑтра килмеллине каларӑм терӗ-ҫке? — тесе ыйтать асли.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каларӑм вӗт кине Катьӑн каялла тарса килес шухӑш та ҫуралӗ, тесе…

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Каларӑм ӗнтӗ, Ҫӗр ҫинчи пур инкек-синкек те, киревсӗр, тискер, хура ӗҫсем те Аслӑ Шуйттан пуҫарнипе, хӗтӗртнипе, йӗркеленипе пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эх, Полина, Полина, каларӑм сана, итлемерӗн.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех