Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламарӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та аппӑшне нимӗн те каламарӗ.

Поэтому она ничего не сказала сестре.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нимӗн те каламарӗ, анчах ҫав тери аптӑраса ӳкни курӑнать.

Он ничего не сказал, но был крепко озадачен.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ, анчах йӗри-тавралла ҫиелтен пӑхса ҫаврӑнсан куҫӗсемпе манпа тӗл пулчӗ те аллине тӑсрӗ:

Он не сказал ни слова, но, кончив беглый осмотр, встретился со мной взглядом и протянул руку.

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Вӑл Гента та нимӗн те каламарӗ, асӑрханчӗ: татӑклӑ йышӑну тума хӑнӑхнӑ ҫак ҫын кӗтменлӗхсемпе тулӑх хивре мерӑсем йышӑнӗ те…

Он не сказал ничего даже Генту, опасаясь, что этот решительный человек примет какие-нибудь крутые меры, богатые неожиданностями.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тепӗр сасӑ та, Эстампӑн, чарӑнма хушрӗ, чӑн та, вӑл мана ятпа каламарӗ.

Другой крик, Эстампа, тоже приказывал стоять, хотя я и не был назван по имени.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Урӑх вӑл нимӗн те каламарӗ, анчах туять: ӑна ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа диван ҫине хураҫҫӗ тата Тинг ҫухалчӗ.

Она не произнесла ничего больше, но почувствовала, что ее с быстротой молнии кладут на диван и что Тинг исчез.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Мана вилнӗскер йыхравларӗ, мӗншӗнне каламарӗ.

Меня пригласил покойный, не объясняя зачем.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Жиль ӑна нимӗн те каламарӗ, Ассоль ҫине ҫурма ӑслӑ ҫын пек пӑхса тӑрать, куҫӗсен вӑйӗ вилнӗ ҫынна чӗртме те, вӗлерсе пӑрахма та хатӗр тейӗн.

Жиль ничего не сказал ему, он смотрел на Ассоль взглядом полубезумным, силою которого мог бы, казалось, воскресить и убить.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Паллах, портрет лӑплансан Сериз г-жа куҫӗсене чылай вӑхӑт сӑтӑркаларӗ, анчах ҫакӑ ӑна нимӗнех те каламарӗ: мӗн пулни пулчех-и е пулманни пулчӗ-и? — ҫакна татса пама унӑн вӑйӗ ҫитмест.

Конечно, она долго протирала глаза, когда портрет успокоился, но это ничего не сказало ей; она бессильна была решить — было то, что было, или же было то, чего не было?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Сногден мӗн тума шухӑшлани пирки каламарӗ, Ван-Конет вара ванна кӗрсе тасалма тата хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ патне пуҫтарӑнма кайрӗ.

Сногден так и не сказал, что хочет предпринять, а Ван-Конет поехал брать ванну и собираться к своей невесте.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант ашшӗне нимӗн те каламарӗ.

Давенант ничего не сказал отцу.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Мана вӑл нимӗн те каламарӗ.

— Ничего он мне не сказал.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант ӑна чӑннине каламарӗ, мӗншӗн тесен поварӑн ӑсӗ йӗкӗлтешӳллӗ.

Давенант скрыл от него истину, так как повар имел насмешливый ум.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анчах Ледан пирки мӗншӗн каламарӗ?

Так почему он не говорил о Ледане?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Чӗмсӗр вӑрман ҫак сӑмахсене аванах тӑнларӗ, анчах нимӗн те хушса каламарӗ.

Безответный лес выслушал эти слова и ничего не прибавил к ним.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Анчах Куччанов кун ҫинчен тек каламарӗ, тӗп ӗҫӗ ҫине куҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Халь астумастӑп, таҫта хӑлхана кӗнӗччӗ, — уҫҫӑн каламарӗ Сӑпани те.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Инструктажра Крапивин та пулкаларӗ, анчах хӑйӗнчен хушса нимех те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урӑх нимӗн те каламарӗ, тӑчӗ те тӑчӗ ҫапла.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тутар, куҫне вӗлтлеттере-вӗлтлеттере, темиҫе те пӑхса илчӗ Ванькка ҫине, анчах ун сӗнӗвӗ пирки нимӗн те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех