Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каламарӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапах ку апа тӗрӗссине каламарӗ пире, — терӗ Крапивин Ҫӗнӗ Мӑратри милици уйрӑмӗн начальникӗн заместительне.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумай ҫуллӑха хупмалла тунине илтсен те, приговора хирӗҫлемерӗ, никама нимӗн каламарӗ пулин те, ӑшӗнче хӑйне мӗн тивӗҫнине вӗҫне ҫитиччен тӳссе ирттермешкӗн тӗв турӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Лонгрен ӑна пӗр сӑмах та каламарӗ; ҫын шанӑҫа ҫухатса ҫухӑрнине пачах илтмест тейӗн.

Но Лонгрен не сказал ему ни одного слова; казалось, он не слышал отчаянного вопля.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сӑмахпа та нимӗн те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах калас тенине каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Мӗнле кӑна киревсӗр сӑмахсем каламарӗ.

Какими только матными словами не ругалась.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Марук аппӑшӗпе Ленӑсӑр пуҫне никам та ӑшӑ сӑмах каламарӗ Аня пирки.

Никто, кроме тети Марии и Лены, не сказал про Аню ласкового слова.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Васька ҫырӑва пытарса чикрӗ те тухса кайрӗ, анчах ӑҫта кайнине каламарӗ.

Васька спрятал записку и ушел, а куда, не сказал.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька мана хирӗҫ нимӗн те каламарӗ.

Васька ничего мне не ответил.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ку сӑмахсене вӑл сасӑпа каламарӗ, шухӑшласа илчӗ кӑна.

Впрочем, вслух он этих слов не произнёс, а лишь подумал.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Киле ҫитсен тӳрех сарайне кайса лар! — урӑх вӑл нимӗн те каламарӗ, вите еннелле уттара пачӗ.

— Приедешь домой, отправляйся прямо в сарай! — и, ничего не добавив, пошёл к хлеву.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та ҫакӑншӑн ӑна никам та тав сӑмахӗ каламарӗ.

Однако никто его за это не поблагодарил.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль ашшӗ нимӗн те каламарӗ.

Папа Эмиля не сказал ни слова.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лагере таврӑнсан, Карапетян хӑйӗнпе мӗн пулса иртни ҫинчен нимӗн те каламарӗ.

Возвратившись в лагерь, Карапетян ничего не сказал о случившемся.

«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑл ҫапла каласа пачӗ: инкене нимӗҫсем ҫав тери хытӑ хӗнерӗҫ, анчах вӑл ним те каламарӗ, тет.

Она сказала, что тетю ужасно били, но она ничего не выдала.

Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Парне илни ҫинчен те каламарӗ вӑл.

Не сказал он и о подарке.

Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Вӑл ҫийӗнчех каламарӗ.

Он ответил не сразу.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Ӑна пирӗн вӗрентекен тӑкса ячӗ, анчах сӗтел айне пӑхса илсен, пӗр сӑмах та каламарӗ.

Опрокинул её наставник, опрокинул и, взглянув под стол, не сказал ни слова.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Ҫӑра сухалӗ те ҫав тери мӑклӑ, тепӗр ҫын питӗнчен илсе ҫыпӑҫтарнӑ темелле, куҫӗсем те унӑн куҫлӑх витӗр ҫемҫен, ачалла пӑхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та Бауман парольне те каламарӗ (пуринчен ытла хӗрарӑм кайманнине пула, вӑл ҫаплах темле ютшӑнса, сиввӗн пӑхса тӑчӗ), вӑл докторӑн сарлака аллине ӑшшӑн тытса силлерӗ те ыйтрӗ:

точно с другого лица приставленная борода, и глаза смотрели из-за стекол золотых очков так ласково и ребячливо, что Бауман даже не стал говорить пароля (тем более, что женщина не ушла, продолжала стоять, посматривая все тем же чужим и враждебным взглядом), а просто потряс тепло и крепко широкую докторскую руку и спросил:

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Анчах Василий Григорьевич ҫав истори ҫинчен пӗр сӑмах та каламарӗ.

Но Василий Григорьевич ни словом не обмолвился об этой истории.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех