Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бепп тинех, ӑнран кайнӑскер, Битт-Бойпа тамӑк проливӗнчен ишсе тухать; паллах, кая юлать, Ахуан-Скап укҫи вара макаронҫа мар, ытларах ыттисене юратса пӑрахать, анчах…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Кӗҫех Аллен Скоррей, ҫак вӑхӑтра арӑмӗпе шыв сикки патне кайнӑскер, килсе ҫитрӗ; вӗсем чакӑл ту тӑрринчен вӑрман ҫинелле ал айӗн пӑхса тӑракан хӗҫ-пӑшаллӑ юлан утҫа асӑрханӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
— Мӗнех, капитан, — терӗ Сигби мӗн курни-илтнипе ӑнран кайнӑскер, — эппин, эсир, мӗнле калас, урӑх ведомствӑна куҫатӑр?
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Илӗртмӗш япаласемпе уйланас мар тесе Дюк пуҫне хыттӑн ҫавӑркаларӗ те Библие уҫрӗ, Авеле вӗлернине сӑнланӑ тӗле лекрӗ, вуласа тухрӗ, тутине ҫирӗппӗн пӑчӑртарӗ, аптӑраса кайнӑскер — шухӑша путса чарӑнчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Санюка тытса кайнӑшӑн шалт кулянса ӳкнӗскер тата ҫакӑншӑн хӑй пӗлмен такамсене ҫав тери тарӑхса кайнӑскер, Калюков Сидора тек хирӗҫлемерӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Машукӗ, савӑнса кайнӑскер, вӗткеленет кӑна: вучахра кӑвайт чӗртет, тӗпсакайне анса хӑпарать, ҫенӗке тухса кӗрет, сӗтел ҫине ӗҫмелли-ҫимелли ӑна та кӑна лартать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вунтӑххӑрта Хӗрлӗ Ҫара кайнӑскер, вӑл Кӑнтӑр фронтӗнче Врангель ҫарӗпе ҫапӑҫнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак шухӑшпа канӑҫсӑрланса кайнӑскер — Тарт темиҫе конверта суйласа тирпейлӗн айккинелле хучӗ; вӗсем ҫине вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхпа ҫывӑх вырӑнсен ячӗсене ҫырнӑ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Антӑраса, хӗрсе кайнӑскер, нимӗн курмасӑр, антӑхса — Тарт малаллах ӑнтӑлать, чарӑна-чарӑна сывлӑш ҫавӑрса ярать те — тӑшман хӗсекен салтакла, хура чӑтлӑх витӗр каллех утӑм хыҫҫӑн утӑм тӑвать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ассоль килсе ҫитсен пурте шӑпланчӗҫ, пурте унран хӑраса пӑрӑнчӗҫ, вӑл вара — ҫухалса кайнӑскер, аптӑраса ӳкнӗскер, телейлӗскер — вӗри хӑйӑр пушӑлӑхӗнче пӗччен тӑрса юлчӗ, аллисене ҫӳллӗ карап еннелле хевтесӗррӗн тӑснӑскер — хӑй кӗтнӗ тӗлӗнтермӗшрен те хӗрлӗрех питпе хытса тӑчӗ…
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кӳреннипе хӗремесленсе кайнӑскер — ыйткалакан паҫӑрхи ҫинчен каласа ларать:
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Нина Николаевна, — шухӑша кайнӑскер, хӑйне хыҫалтан такам чӗннине илтрӗ вӑл.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ванькӑн урӑх лаша пулнӑ — ҫав каҫхине выртмана илсе кайнӑскер.У Ваньки был другой конь, на котором они в ночное тогда поехали.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Агриппина, ҫакӑн пек пӗтӗм тӗнчипе паллӑ юлташсем Иван Горапа ҫав тери кӑмӑллӑн калаҫнишӗн савӑннипе хӗремесленсе кайнӑскер, вӗсем патне шуҫ манеркӑпа пӑсланса тӑракан ҫӗрулми илсе пырса лартать, кӗсъинчен хӑйӗн шур тутрине кӑларса, пӗр вӗҫӗнчи тӗвве шӑлпа туртса салтать те, тутине чӑмӑртаса хӑнасене пӗр чӗптӗм тӑвар хурса парать…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме кая юлнӑ хӑна ҫитсе кӗрет; ку — ытлашши ҫӳллӗ мар, хыткан этем, пысӑк хура куҫлӑ ҫамрӑк, хӗвелпе шупка-хӗрлӗ тӗс пусичченех пиҫсе кайнӑскер, Царицын ӗҫтӑвкомӗн председателӗ Яков Зиновьевич Ерман пулнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл та кунтах, шахтерсем хушшинче, икӗ аллипе те винтовкин штыкне тытса тӑрать, вӑл, Иваншӑн пӑшӑрханса шурса кайнӑскер, ун ҫине — вырӑнӗнчен пӗр тапранмасӑр тинкерсе пӑхать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Владимир Ильич — хӗрсе кайнӑскер, васкаса, ним иккӗленмесӗр ӗҫлекенскер, хӑйӗн мӑшкӑллӑ куллипе чӗресене витӗрех витерекенскер — хӑй кабинетӗнченех ҫил-тӑвӑла ертсе пырать: пинӗ-пинӗпе тӗрлӗрен запискӑсем ярса салатать, ҫынсене ҫӗршерӗн тӗрлӗрен ӗҫе хушса ярать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Завод умӗнче тӑракан мучи, сивӗпе пасарса кайнӑскер, ун ҫине тинкерсе пӑхать те: — Митинга? Тимӗрҫ цехне уттар! — тесе хурать.У заводских ворот заиндевелый дед, вглядевшись, сказал ему: — На митинг? Иди в кузнечный…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Выҫӑпа хӑярланса кайнӑскер, эпӗ халь Илюхӑна ҫав тери курайми пулса кайрӑм.Злоба, вызванная голодом, усилилась чувством ненависти к Илюхе.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вӑл ӗнтӗ кунта, вӑрманта, пӗрле разведчикла е индеецла выляма юлташ пуршӑн хӗпӗртесе кайнӑскер, команча йӑхӗсем пек вичкӗнӗн ҫухӑрса, Витьӑн хӑлхине хуплантарса лартма та хатӗрччӗ, анчах хӑйне шаннӑ ӗҫе аса илсе, сассине ҫавӑнтах ҫӑтса ячӗ: Коля кунта, хӑйсен ҫывӑхӗнчех пурӑннине пӗлсен, Витя ун патне иленме пултарать.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.