Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркинчех (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тивӗҫлӗ ертӳҫӗ пулас тесессӗн мӗн ҫине ытларах тимлӗх уйӑрмалла, вӑл пархатара епле ҫӗнсе илмелле ку е вӑл ытти ыйтусем те кун йӗркинчех пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu

«Ял ипотекипе» тата та лайӑхрах усӑ курччӑр тесе, хӑтлӑ условисем ял территорийӗсенче туса парасси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енпе Россельхозбанк килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2021/11/18/chva ... ussa-cirpl

Концепци тӗллевӗсене пурнӑҫлама аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрне палӑртнӑ, ял тӑрӑхӗсенче шывпа тивӗҫтермелли тытӑма ҫӗнетесси ыйту та кун йӗркинчех тӑрать.

Для достижения целей концепции определены основные направления развития, обновление и реформирование систем водоснабжения и водоотведения в сельской местности тоже стоит на повестке дня.

Чӑваш Республикин территорийӗнче шывпа тивӗҫтермелли тытӑма аталантармалли концепцие сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=18 ... fbd9c17920

Прививка тӑвас ӗҫ те кун йӗркинчех.

Работа по прививкам тоже на повестке дня.

Чӑваш Енре кӑшӑл вирус инфекцийӗнчен 33 пин ытла ҫынна прививка тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=32 ... 6f624584e1

Кунпа пӗрлех тасатмалли сооружени хута ярассин ыйтӑвӗ те кун йӗркинчех.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28

Ҫумӑрпа йӗпенсе лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫырӑвӑн кашни йӗркинчех хӗрхӳ тунсӑх сисӗнет.

И сквозь мятые, подмоченные дождем строки письма ощутимо дышала горькая грусть.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусем ытларах сывлӑх сыхлавӗнче, культурӑра, вӗренӳре, ҫул-йӗрпе строительство пайӗнче тенӗ вӗсем, социаллӑ объектсем тӑвасси те кун йӗркинчех тӑнине асӑннӑ вӗсем.

В их числе – проблемы здравоохранения, вопросы культуры, образования, дорожно-строительной отрасли, формирования комфортной городской среды, строительства социальных объектов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн активӗпе тӗл пулнӑ // ЧР Пуҫлӑх администрацийӗн пресс-служби. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=5c ... b4575c9e35

Хӗрӗх колонна, кашни йӗркинчех тӑватшарӑн, тытса тӑнӑ суд залӗн маччине, вӗсене пурне те кедрпа сӑрса тухнӑ, пурте вӗсем лили евӗрлӗ капительсемпе вӗҫленнӗ; урайне кипарисӑн уйрӑм хӑмисенчен сарнӑ, стенасем ҫинче те, кедрпа сарнӑран, ниҫта нимӗнле чул курӑнман, — пальмӑсем, ананассем, херувимсем пек каса-каса кӑларса, пӗтӗмпех ылтӑнпа эрешлесе илемлетнӗ.

Сорок колонн, по четыре в ряд, поддерживали потолок судилища, и все они были обложены кедром и оканчивались капителями в виде лилий; пол состоял из штучных кипарисовых досок, и на стенах нигде не было видно камня из-за кедровой отделки, украшенной золотой резьбой, представлявшей пальмы, ананасы и херувимов.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ку хӑйне май пулӑшу мар-и? Ҫавӑнпа вырӑнсенче ӗнесен продуктивлӑхне хӑпартас ыйтӑва кун йӗркинчех тытса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Сӑвӑсен кашни йӗркинчех тарӑн шухӑш палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех