Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрки (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ик йӗрки ӗнтӗ вӑл хӑйне евӗрлӗ хушса юрламалли.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тӗн йӗрки тӑрӑх, чиркӳ ҫирӗп пултӑр, нихҫан та ан ишӗлтӗр тесе, ун никӗсне ача хума хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пек ӗҫе туса пымаллин ҫирӗп йӗрки пулмаллине те асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Анчах унӑн хӑйӗн йӗрки, калӑпӑшӗ, манерӗ пулмалла.

Но у нее должна быть своя последовательность, размеры, манера.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

— Пирӗн ял Советӗнче йӗрки ҫирӗп ку тӗлӗшпе: вӗренме кайма та справка памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ним йӗрки те ҫук, — терӗ вӑл хӗремесленсех.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Кун йӗрки тӑрӑх вӗренекенсем хӑйсен ҫӑкӑр тӳпишӗн кӗрешни тата шкулти комсомол организацийӗ тунӑ йӑнӑшӗсем ҫинчен тӑракан ыйтӑва пӑхса тухмалла.

— Предлагаю следующую повестку дня: «Борьба учеников за восстановление положенного им пайка хлеба и об ошибках шкальной комсомольской организации».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пысӑк та нумай коридорлӑ ҫуртра ним йӗрки те ҫук, вӑл йӑлтах арпашса пӗтнӗ пек тирпейсӗррӗн курӑнать.

Целый лабиринт, запутанный и беспорядочный.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлашки икӗ ҫулти ӗҫ йӗрки тӑлӑхсене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма ҫурт-йӗр сертификатне уйӑрса пани тухӑҫлӑ пулнине кӑтартса пачӗ.

Практика последних 2 лет показывает эффективность предоставления сертификатов на покупку жилья сиротам и многодетным.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Район тӗп больницин тӗп врачӗпе Сергей Илюткинпа студентсем Кӳстӳмӗрти ФАПра сывӑ пурнӑҫ йӗрки, инфекцилле мар чирсем пирки ӑнлантару ӗҫне ирттерчӗҫ, ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

— Мӗнле шутлатӑн эсӗ, патша йӗрки тытӑнса тӑма пултарӗ-и, малашне те ҫаплах пулсан? — сасартӑк ыйтрӗ Тӑхти.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑватӑ йӗрки асра юлчӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳрте кӗрсен, Макар тӗлӗнчӗ: тахҫан тирпейлӗ пулнӑ пӳлӗмре нимӗн йӗрки те ҫук; хуҫи хӑй те вараланчӑк, лутӑрканчӑк костюмпа, галстук ҫыхман, сухалне хырман.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн йӗрки.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх-чӗрлӗх тутӑ пултӑр-и? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10980-vy ... t-pult-r-i

Мӗнех, йӗрки ҫапла.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Калӑр-ха, паянхи пухури кун йӗрки пирки Осип Озеров сирӗнпе, пур комсомолецсемпе те калаҫса татӑлнӑ-и? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗрки ҫапла мар-и чӑвашӑн: хуҫи куҫӑн тӑрса хӑй чӗлхипе каламасӑр хӑнана пырас-тӑвас ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗрки ҫавӑн пек — хут ҫырса панӑ пулсан ӑна пӑхса тухмалла.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусан таврашӗнче халь лару-тӑру лӑпкӑ мар, ҫавӑнпа йӗрки сахалтарах.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӳкӗн ун йӗрки ҫапла: хуҫи мӗн чухлӗ ыйтать, ҫавӑн чухлӗ парса илмелле.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех