Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрки (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей паянах паллӑ тума ыйтнӑ, анчах лешсем ниепле те килӗшмен: «Йӗрки ҫапла»…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Йӗрки ҫавӑн пек…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Субординаци йӗрки: Авӑнӑн 11-мӗшӗнчен Абу-Грейб тӗрми таран ҫитернӗ ҫул»

«Правила субординации: Путь от 11 сентября до тюрьмы Абу-Грейб»

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Литература произведенийӗн форми — вӑл питех те кӑткӑс япала, унта наци чӗлхин сӑмахӗсен сӑнарлӑ йӗрки те, калаҫӑвӑн ритм йӗрки те, произведение ҫырнӑ чухне автор ӑсталанӑ сюжетпа композици те кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Анчах та театрӑн йӗрки ҫапла: билет тӗрӗслемелле.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Йӗрки ҫуккине хамах пӗлетӗп, мӗн каласси, — хӗрарӑм умӗнче ҫӗрулми шуратса ларма аван мар пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа ҫӗрулми витрине кӗтесерех шутарчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑм йӗрки вӑл…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тепӗр виҫӗ-тӑватӑ сехетрен мана ҫӳлти хута куҫарчӗҫ; ӗҫ йӗрки ҫирӗпленсех ҫитменччӗ, кунне тӑватӑ-пилӗк ҫӗре куҫаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗрлӗ пӗсехеллисен йӗрки какаласа, дистанцие тытса таврӑнатчӗ, Шарик чаплӑ кӗтӳҫӗ пек мӑнкӑмӑллӑн хыҫалтан лӗпсӗртететчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пур окраинӑсенче те ӗлӗк «чӑн-чӑн тискер пурӑнӑҫ йӗрки» пуҫпулса тӑнӑ ҫӗрте халӗ лайӑх машинӑсем лартнӑ пысӑк заводсем, шахтӑсем, пысӑк электростанцисем, ҫӗнӗ рабочи поселокӗсем ӳссе ларчӗҫ.

На всех окраинах, где царила «самая настоящая дикость», выросли огромные прекрасно оборудованные заводы, шахты, крупные электростанции, новые рабочие поселки.

Промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем тавра вара «культурӑллӑ вуншар шултра государство вырнаҫмалӑх, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗршыв сарӑлса выртать. Ҫав мӗнпур ҫӗршыв лаптӑкӗнче культурӑсӑрлӑх. чӑн-чӑн тискер пурӑнӑҫ йӗрки пуҫпулса тӑрать», тенӗ В. И. Ленин патша Российӗ ҫинчен.

А кругом них необъятнейшие пространства, на которых уместились бы десятки громадных культурных государств. И на всех этих пространствах царит полудикость и самая настоящая дикость,— так говорил о царской России В. И. Ленин.

Промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вырӑс ҫулҫӳревҫисем, Азин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайне ҫитсен, Чукотка халӑхӗсем хуҫалӑхпа йӑла йӗрки тӗлӗшпе икӗ ушкӑна пайланнине асӑрханӑ: куҫса ҫӳресе пӑлан ӗрчетекенсем (эвенсем, коряксем, чукчасем, юкагирсем) тата тинӗсри тискер кайӑксем тытаса пӗр вырӑнта пурӑнакансем (керексем, эскимоссем, чукчасем).

Русские землепроходцы, прибыв в северо-восточную чать Азии обнаружили разделение народов Чукотки на две группы по хозяйственно-бытовому укладу: кочевые оленеводы (эвены, коряки, чукчи, юкагиры) и оседлые морские зверобои (кереки, эскимосы, чукчи).

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Хушу йӗрки вара унчченхиех, пӗртте улшӑнман!

А уговор остается прежний.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Клуб сотрудникӗсемпе пӗрле вӗсем наркомани ҫинчен хӑш-пӗр мифсене «сапаланӑ», пурте пӗр шухӑшлӑ пулса сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен каланӑ.

Вместе с сотрудниками клуба они «развеяли» некоторые мифы о наркомании и единодушно высказались за здоровый образ жизни.

Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... na-3480261

Сирӗн ӗҫӗр – професси кӑна мар, вӑл эсир хӑвӑр валли юратса суйласа илнӗ пурнӑҫ йӗрки те.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/10/08/oleg- ... nika-seljs

Атте сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫине хӑй мӗнле пӑхнине хӑйӗн тӗслӗхӗпе кӑтартса парать, тӳсӗмлӗх, вӑй, ҫаврӑнӑҫулӑх, хӑвӑртлӑх кӑтартакан арҫын пахалӑхӗсене кӑтартать.

Папа личным примером показывает свое отношение к здоровому образу жизни, демонстрирует мужские качества, такие как выносливость, силу, ловкость, быстроту.

Пишпӳлекри "Умка" ача садӗнче ачасем ашшӗсемпе пӗрле ирхи зарядка тунӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... un-3477556

Амӑшӗпе тӑванӗсене эмоциллӗ пулӑшса, чун-чӗрери вӑй-хала ҫӗнетме тата хӑнӑхса ҫитнӗ пурнӑҫ йӗрки патне май килнӗ таран хӑвӑртрах таврӑнма пулӑшса вилнӗ ывӑлӗ ҫинчен калаҫса пӑхмалла.

Поговорить с матерью о сыне, погибшем в СВО, эмоционально поддержать родных, помочь им восстановить душевные силы и как можно быстрее вернуться к привычному образу жизни.

Пушкӑртстанра СВОра вилнисен ҫемйисене килте психологи пулӑшӑвӗ параҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ra-3466535

Аннешӗн учитель ӗнтӗ професси кӑна мар, унӑн пурнӑҫ йӗрки.

Это уже не профессия, а ее образ жизни.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Йӗрки мӗнле — ҫаплах пулнӑ: хӑйӗн чаҫӗнче службӑра тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл арӑмӗ вакун патӗнче пулнине малтанах пӗлсе тӑратчӗ, мӗншӗн тесен унӑн йӗрки ҫавӑн пек пулнӑ — упӑшкине ӑсатмалла, кӗтсе илмелле, сӑрланӑ тутисене трубка пек туса тӑсса пымалла — чуп тунӑ чух тути ҫинчи сӑрӗ сӑтӑрӑнса ан пӗттӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех